Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш тӗнчи тетелӗнче тепӗр ҫӗнӗ сайт йӗркеленнӗ иккен — ятне те ӑна «Телей» панӑ.

__http://teley.webnode.ru|**Teley.webnode.ru**__ адреспа вырнаҫнӑ сайтра тӗрлӗ ӳкерчӗксем вырнаҫнӑ. Ахальлисем мар паллах — чӑваш сӑмахӗсемпе илемлетнисем. Сайтӑн пуҫламӑш страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх эсир унта хӑвсамӑра килӗшекен ӳкерчӗксем тупма пултаратӑр, вӗсене халӑх тетелӗнче юлташӑрсене ярса пама май пур. Темисем те сайтра анлӑ: юрату, ваттисен сӑмахӗсем, саламсем, сӑвӑ йӗркисем. Сайт ҫӗнелсе тӑни те савӑнтарать. Ак ҫак кунсенче кӑна ҫӗнӗ пайсем йӗркеленчӗҫ: тумсем, юрӑсем, анимацисем, флеш-открыткӑсем.

Ҫитес кунсенче ҫак сайт пӗлӳ кунӗпе саламлакан ӳкерчӗксемпе пуянланасса шанас килет — «уяв» пайра курӑнмарӗҫ-ха. Йӗркелекене те ӑнӑҫу сунатпӑр — чӑвашла сайтсен йышӗ ӳссе пыни пур чӑваша та савӑнтармалли хыпар.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрнен пӗрремӗш ҫурринче лайӑх шухӑшсем кӑна пулччӑр, ку сире усса кайӗ. Мӑнкӑмӑллӑх тата кӗвӗҫӳ туйӑмӗ пирки манӑр — вӗсем ним лайӑххине те илсе килмӗҫ. Йӑнӑшсене йышӑнма пӗлӗр, урӑх ҫын ҫине ан йӑвантарӑр. Тен, лайах хыпар илтетӗр, ку харпӑр пурнӑҫа ырӑ улшӑнусем илсе килӗҫ. Шанчӑка ан вӗҫертӗр — ӑнӑҫу сирӗн алӑра.

Нарӑс, 18

1939
87
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тенчерен уйрӑлнӑ.
1949
77
Кервен Василий Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1964
62
Егорова Валентина Михайловна паллӑ чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1985
41
Васильева Мария Ивановна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2019
7
Дмитриева Валентина Дмитриевна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын