Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Юлашки ҫулсенче ял кунне уявлас йӑла кашни районта ҫирӗпленсе пырать. Шӑматкун, утӑн 19-мӗшӗнче __Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗнчи__ «Культура тата вулавӑшри ӗҫӗ-хӗлӗн аталану центрӗн» директорӗ Ю.Н. Николаева пуҫарӑвӗпе __Канаш районӗнчи__ __Кӗлтеҫулӗ__ ялӗнче те «пӗчӗк ялӑн» уявӗ иртнӗ. Унта выльӑх-чӗрлӗхе каҫхи апат панӑ хыҫҫӑн ялти ватти-вӗтти та пуҫтарӑннӑ.

Ял халӑхӗ умӗнче чи малтан сӑмаха Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ илнӗ. Вӑл уява пуҫтарӑннӑ халӑха саламланӑ, ял тӑрӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ялӑн чи ватӑ ҫыннине Раиса Гавриловна Григорьевӑна, ҫемьеленнӗ мӑшӑра — Павел Осиповича тата Зинаида Гавриловнӑна Козловсене, нумай ачаллӑ кил-йыша — Георгия Павловичпа Валентина Николаевна Козловсене тата ҫак эрнере ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ ҫынсене асӑнмаллӑх парне панӑ.

Кӗлтеҫулӗ ялӑн ҫыннисене чи малтан «Хаваслӑ картиш» ача-пӑча ансамбле хӑйӗн юрӑ-ташшипе савӑнтарнӑ. Хыҫҫӑн хӑйсен концерт программипе Александр тата Любовь Макаровсем сцена ҫине тухнӑ. Ял ҫыннисем пахча ҫимӗҫӗ, улма-ҫимӗҫӗ тата килти сӑрана илсе тухса пӗр-пӗрне хӑналанӑ. Ял уявӗ пурне те кӑмӑла кайнӑ. Ташӑ каҫӗ уява вӗҫленӗ.

__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&id=2573786&type=top|**Сӑнсем**__ (50)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 10

1906
120
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1916
110
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1948
78
Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1994
32
Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть