Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.6 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Спорт хыпарӗсене сӑнаса пынӑ май пирӗн хӗрупраҫем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтӗсӗсенче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнса ҫитӗнӳсем тунине час-часах асӑрхама пулать. Яшсем вара хальӗхе сас-хура пама васкамаҫҫӗ-ха пулмалла. Ҫапах вӗсем те ҫитес вӑхӑтра спортӑн аслӑ ҫулӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма пултарнине шансах тӑрӑпӑр. Паянлӑха вара пирӗн спортсменкӑсемпе мухтанар-ха.

Ҫак кунсенче Итали ҫӗршывӗнчи Риетире ҫамрӑксем хушшинче ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа чемпионачӗ пуҫланнӑ. Ӑмӑртун пӗрремӗш кунхинех старта __Шупашкарти__ олимп резервӗн училищинче вӗренекен 3-мӗш курс студентки Вера Васильева тухнӑ. 800 метр дистанцие 2.05,85 кӑтартупа вӗҫлесе пирӗн ентеш 6-мӗш результатпа финала тухнӑ. Утӑн 20-мӗшӗнче иртекен финалта вара пирӗн ентешӗн Германи, Ирланди, Украина, Исланди ҫӗршывӗсен спортсменкисемпе ӑмӑртмалла пулать.

Ҫак кунхинех каҫхи программӑпа килешӳллӗн 3 000 метр дистанципе чӑрмавсем урлӑ чупас ӑмӑртура асӑннӑ училищӗн тепӗр 3-мӗш курс студентки Надежда Федорова дистанцие 10.22,24 результатпа вӗҫлесе 6-мӗш тухнӑ, ҫапла вара вӑл та финал ӑмӑртӑвне лекме пултарнӑ. Европа чемпионачӗн медальне тивӗҫес тесен вара унӑн Швеци, Финлянди, Словени, Германи, Украина, Норвеги, Чехословаки, Великобритани тата Румыни ҫӗршывӑн спортсменкисемпе тупӑшмалла пулӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 07

1922
104
Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ.
1986
40
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
2000
26
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та