Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -26.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кӗрлесе иртсе кайрӗ ӗнтӗ Хусанти ҫуллахи Универсиада. Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ ушкӑнне кӗнӗ пирӗн ентешсемпе эпир тивӗҫлипех мухтанма пултартпӑр. Вӗсем ҫӗнсе илнӗ 9 медаль республика чысӑшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Универсиадӑра вара пирӗн спортсменкӑсем кӑна мар хастаррӑн вӑй хунӑ, республикӑран Хусана ҫул тытнӑ 193 волонтер та хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипех пурнӑҫланӑ теме май пур.

Паян, утӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствин ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗ умӗнчи тӳремре волонтерсен делегийӗпе тӗлпулк иртнӗ. 193 ҫамрӑк виҫӗ эрне хушши спорт объекчӗсенче тӑрмашнӑ.

Волонтерсене Чӑваш Енӗн вӗренӳ пайӗ тата ҫамрӑксен политикин министр ҫумӗ Сергей Кудряшов тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ __Чӑваш патшалӑх университечӗн__ проректорӗ Олег Викторов салам сӑмахӗсемпе кӗтсе илнӗ. «Чӑваш Енӗн команди 2013» волонтерсен центрӑн регионаллӑ координаторӗ Софья Белова вара Сергей Владимировича Универсиада дирекцийӗ чысланӑ тав хутне алла тытарнӑ.

Савӑнӑҫлӑ тӗлпулӑва волонтерсем хӑйне евӗр ташӑ флэшмобӗпе вӗҫленӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 04

1936
90
Жирнова Людмила Васильевна, хор дирижёрӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Володарский Григорий Яковлевич, музӑқҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1993
33
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй