Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Хальхи вӑхӑтра __Вӑрнар районӗнче__ хӗрсех археологсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем унта авалхи ҫӑва тупнӑ. Специалистсен шухӑшӗпе вӑл вырӑнта ҫынсене пирӗн эрӑри II-IV ӗмӗрсенче пытарнӑ.

Тӗпчев ӗҫне пӗлтӗр тытӑннӑ. Ӑна пуҫлаканнисем — Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Евгений Михайловпа Николай Мясников. Масар ҫине хӗрарӑмсене пытарнӑ тесе тӗшмӗртнӗ вӗсем. Тупнӑ япаласене тата капӑрланмалли япаласене тӗпе хурсан унта пытарнӑ хӗрарӑмсем мӑкшӑ йӑхӗсем тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Пирӗн специалистсен материалӗсемпе мӑкшӑ археологӗсем те кӑсӑкланса кайнӑ иккен. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче __Вӑрнар районне__ Мӑкшӑри патшалӑх педагогика институчӗн экспедицийӗ килсе ҫитнӗ. Йышра — историпе право факултечӗн пӗрремӗш курсӗнче вӗренекен 40-е яхӑн студент. Мордваран килсе ҫитнӗ йыш та масар ҫине хӗрарӑмсене кӑна пытарнине палӑртнӑ. Экспедицие ертсе пыракан истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Валерий Гришаков шучӗпе, унта пытарнӑ халӑх Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи этногенеза самай витӗм кӳнӗ.

Халӗ археологи ӗҫне вӗҫленӗ. Анчах яланлӑха мар. Килес ҫул малалла тӗпчесшӗн. Сӑмах май, тӗпчевҫӗсем унта выртакансене асӑнса ҫинӗ, ваттисем те тутӑ ҫӳреччӗр тесе вил тӑприсенчен пӗрне шывпа пӑтӑ лартса панӑ.

__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&id=2571714&type=news&page=3|**Сӑнсем**__ (21)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 10

1906
120
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1916
110
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1948
78
Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1994
32
Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын