Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

**Тӳррипе, лешсем хӑйсене хӗнеттерсех тӑман пуль-ха, анчах вӑл вӗсене кӑкӑртан тата ҫурӑмран темиҫе хутчен ҫапма май тупнӑ. Юрӗ, йӗркипе каласа парар**.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 17 ҫулхи __Шупашкар__ пики ШӖМӗн тӗп хулари управленийӗн 5-мӗш пайне хӑйӗн паллаканне ертсе пынӑ. «Ҫапла та ҫапла, ак ҫак каччӑ мана хӗнерӗ», — ӑнлантарнӑ ӳсӗр пике. Пынӑ ҫынна кӑларса яраймӑн. Пикене ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспектор пӳлӗмне чӗннӗ, ӗҫ-пуҫ пирки каласа кӑтартма ыйтнӑ. Тем килӗшмен-ҫке хӗре — унта вӑл йӗрке хуралҫипе хирӗҫме, хут ҫине ҫырма юраман сӑмахсемпе перкелешме тытӑнса кайнӑ. Шӑв-шава илтсе тепӗр полицейски тата унпа пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑм пырса кӗнӗ, чӑрсӑр пикене лӑпланма ыйтнӑ. Ҫакӑ хӗр пӗрчине пушшех уртарнӑ курӑнать — хайхисене кӑкӑр тӗлӗнчен тата ҫурӑмран темиҫе хут ҫапнӑ.

Сӑмах май, каччӑ хӗре хӗнеменни ҫиеле тухнӑ. Пике ӑна хӑратас тесе йӗрке хуралҫисем патне ертсе пынӑ иккен.

Йӗрке хуралҫисемпе ҫапӑҫакан хӗр пирки пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 20

1843
183
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
137
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
131
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
74
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть