Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.9 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кун пирки республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ иккен. Ҫакна тӳре-шара темиҫе сӑлтавпа ҫыхӑнтарать. 100 ачалӑх учрежденире паян 41-ӗн пурӑнаҫҫӗ. Анчах ҫак пӗчӗк цифра пӑшӑрхантармаллискер марри паллӑ ӗнтӗ. Апла тӑк, ача ҫуртӗнче пурӑнакансен йышӗ чакни куҫ кӗрет (ҫав вӑхӑтрах куккук амӑшсен йышӗ сахалланать-ши? Кӑна, шел те, пӗлейместпӗр). Ача ҫурчӗсенче пурӑнакансен шучӗ пӗчӗкленсе пыни патшалӑх ачасене ҫемьене усрава парассипе ҫине тӑнипе те ҫыхӑннӑ. Тӑван мар тӗпренчӗке кил ӑшши паракансене укҫа-тенкӗпе те пулӑшаҫҫӗ-хавхалантараҫҫӗ. Маларах, сӑмах май, __Етӗрнери__ ача ҫуртне хупнӑччӗ. Юрӗ, канашри патнех таврӑнам-ха. Унта паян пурӑнакан 41 ачаран 17-шӗ ҫул ҫитнипе кӑҫал ун ҫунатти айӗнчен тухса каять иккен. Тепӗр вуннӑшне усрава илес кӑмӑллисем пур. Ытти 14-шне ытти ача ҫурчӗсене яраҫҫӗ иккен.

Ача ҫуртне хупас шухӑш патне вӑл кивелнӗрен те ҫитнӗ-мӗн. Тата, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, унта тӑрӑшакансене хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫласа ҫитерейменшӗн те министерство кӑмӑлсӑр-мӗн. Ара, паян унта пурӑнакан 41 ачаран ҫиччӗшӗ вӑл е ку енӗпе харсӑрланнӑшӑн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекцире шутра тӑрать иккен.

Ларура прокуратура ӗҫченӗ тӑлӑхсен шучӗ ӳссе кайсан лару-тӑру ҫивӗчленмӗ-ши тесе те кӑсӑкланнӑ-мӗн. Ку ыйтӑва хуравланӑ май вӗренӳ министрӗ хӑйсене пӑхӑнса тӑракан учрежденисенче 129, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин тытӑмӗнчисенче 126 пушӑ вырӑн пуррине пӗлтернӗ.

Хыҫсӑмах вырӑнне калас сӑмахӑм та пур-ха. Мана вара, материал хатӗрленӗ май, юлашкинчен асӑннӑ 14-шне шел пулса кайрӗ. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем кил ӑшшине тупайманшӑн; иккӗмӗшӗнчен: мӑнтарӑнсен халӗ ҫӗнӗ ҫӗрте пурӑнма хӑнӑхма тивет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 04

1932
94
«Колхоз хаҫачӗн» (халӗ «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1934
92
Шупашкарта Чӑваш вӗрентекенӗсен институчӗ уҫӑлнӑ.
1973
53
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та