Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫак эрнере Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ __Ҫӗмӗрле__ хулине ҫитсе килнӗ. Анчах савӑнмалли сахал пулнӑ унта. Республика ертӳҫи хула пуҫлӑхӗсене Правительствӑна кӑна шанса лармалла марри, хӑйсем тӗллӗн те яваплӑ утӑмсем тумалли пирки аса илтернӗ.

__Ҫӗмӗрлере__ шыв ыйтӑвӗ яланах ҫивӗч-мӗн. Асӑннӑ хулара пурӑнакансем республика Элтеперӗ нумаях пулмасть ҫынсен ыйтӑвӗсене тӑрӗ эфирта хуравланӑ чух та хӑйсен тӑрӑхӗнчи ҫивӗч самантсене хускатнӑ. Ӗҫ-пуҫпа Михаил Игнатьев хӑй паллашнӑ.

1990-мӗш ҫулта хута янӑ котельнӑй япӑхса кайнӑ. Ӑна тӗпрен юсаса ҫӗнетме ытла та хакла ларать-мӗн. Кунсӑр пуҫне муниципалитетӑн «Теплоэнерго» предприятийӗ газшӑн тата ҫутӑшӑн парӑм 150 миллион тенке яхӑн пухӑнса кайнӑ. Ытти хӑш-пӗр районта, ав, блоклӑ котельнӑйсем туса лартаҫҫӗ. Ӗҫӗ хӑвӑрт пулаканскер.

Лайӑххи пирки каласан, тӑлӑх ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ишӗлекен ҫурт-йӗрте пурӑнакансене хваттерсемпе тивӗҫтереҫҫӗ-мӗн-ха. Анчах кӑҫалхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче 16 хваттерлӗ ҫуртри пушар хыҫҫӑн хваттерсӗр юлнӑ ҫынсен ыйтӑвне татассипе йывӑрлӑх пур иккен. Ӑна юсас тесен 14 миллион тенкӗ таран кирлӗ-мӗн. Ҫурт муниципалитет харпӑрлӑхӗнче-мӗн. «Хӑвӑр харпӑрлӑхӑршӑн эсир хӑвӑр явап тытма тивӗҫ. Татӑклӑ йышӑнӑва та сирӗнех тумалла: ҫурта йӑлтах сӳтетӗр-и е ӑна юсатӑр-и. Унта пурӑннисен те хӑйсен шӑпине татса парассине хутшӑнмалла, такам туса парасса кӗтсе лармалла мар. Пушар хыҫҫӑнхи ҫӳп-ҫапа паян та тасатман», — палӑртнӑ Михаил Игнатьев.

Ҫӗмӗрлере пулнӑ май Михаил Васильевич ытти объекта та ҫитсе курнӑ. Унтан вӑл хула хастарӗсемпе канашлу ирттернӗ, ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ.

__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&type=main&id=2560757|**Сӑнсем**__ (28)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 13

1961
64
Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2003
22
Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть