Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, ку тӗслӗхре урӑхла пулаймасси паллӑ ӗнтӗ. Сӑмахӑмӑр __Шупашкар районӗнче__ вырнаҫнӑ «Ылтӑн пучах» уйлӑхра вожатӑйсем ухмахла ашкӑнни пирки пырать. Аса илтеретпӗр, вӗсем ҫывӑракан ачасене матрасӗ-мӗнӗпе коридора йӑтса тухнӑ, ыйхӑран вӑратнӑ, хӑратнӑ. Пӗр арҫын ачана матрасӗ-утиялӗпе пӗрле ваннӑна хунӑ, душ кӗмелли шлангран шыв янӑ. Ун пирки эпир __/news/3232.html|хыпарланӑччӗ__.

Ҫӗршывӗпе янӑракан тӗслӗх хыҫҫӑн ведомствӑсем хушшинчи комисси васкавлӑ майпа канашлӑва пуҫтарӑннӑ. Ларӑва хупӑ алӑк хыҫӗнче ирттернӗ-ха. Унччен вара журналистсене пухса кӗске калаҫу йӗркеленӗ. Брифинг вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӗренӳ институтӗнче вожатӑйсене хатӗрлемелли программа хатӗрлесшӗн. Психологсем вара хирӗҫтӑруллӑ лару-тӑрура епле тытмалли пирки сӗнӳсем хатӗрлесшӗн. Ку вӑл килес ҫула палӑртнӑ ӗҫ. Анчах Вӗренӳ министерстви унччен алӑ усса ларасшӑн мар-мӗн. Сӑмахран, вожатӑйсене ҫывӑх вӑхӑтра психологи тата педагогика тӗлӗшӗнчен тест витӗр кӑларасшӑн.

Сӑмах май, ӗнер __Шупашкарти__ __Константин Иванов__ палӑкӗ умне асӑннӑ уйлӑхра пӗрремӗш сменӑра каннисем хӑйсен вожатӑйӗсене хӳтӗлес тӗллевпе ятарлӑ акцие пухӑннӑ. Унта пуҫтарӑннисем каланӑ тӑрӑх, уйлӑхра вӗсене питӗ килӗшнӗ-мӗн. Акцие пырса ҫитнӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗсенчен хӑшӗсем те вожатӑйсем пирки начар каламан иккен, вӗсен тыткаларӑшне шӳт вырӑнне йышӑннине пӗлтернӗ имӗш.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сирӗн валли кӑмӑллӑ ҫӗнӗ паллашусем илсе килме пултарӗ. Япала туяннӑ, илем процедурисене тунӑ чухне ӑнӗ. Вӑхӑта хаваслӑ ирттерме сӗнсен хирӗҫлеме ан васкӑр. Тӗлпулӑва кайма та килӗшӗр.

Авӑн, 30

1965
61
Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй