Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, __Вӑрмар районӗнчи__ __Энтрияль ял тӑрӑхне кӗрекен__ __Ыхраҫырми__ (халь __Шӑплат__ ялӗ) ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш поэчӗн, прозаикӑн, тӑлмачӑн, литература критикӗн, ӑслӑлӑх ӗҫченӗн, публицистӑн Анатолий Тимофеевӑн-Ыхран пултарулӑхне, ӗҫ-хӗлне сума-суса ҫӗнӗ мемориал хӑми уҫӑлнӑ. Асӑну палӑкне __Анатолий Ыхра__ пурӑннӑ ҫурт-йӗр вырӑнӗнче лартнӑ.

Паянхи митинга Шӑплат ялӑн ҫыннисем, поэтӑн тӑванӗсем, юлташӗсем пухӑннӑ. Мемориал хӑмине уҫнӑ ҫӗрте районти администрацин йӗркелӳ ӗҫне тытса пыракан пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов, культура, спорт тата архив ӗҫӗн пуҫлӑхӗ Ирина Дмитриева, Энтрияль тата Арапуҫ ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем — Игорь Яковлевпа Александр Агеев килсе ҫитнӗ. Митингра Анатолий Ыхра пурнӑҫӗпе-пултарулӑхӗ ҫинчен нумай сӑмах хускатнӑ. Ӑшӑ сӑмахсемпе поэта аппӑшӗ — Альбина Сухан, арӑмӗ Дина Тимофеевна тата ывӑлӗ Атнер аса илнӗ. Мемориал хӑми патне асӑнма пуҫтарӑннӑ ҫынсем валли Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ИКЦ ҫумӗнчи «Санар» фолькор ансамблӗ пултарулӑх концертне кӑтартнӑ.

Анатолий Ыхрана асӑнса мемориал хӑмине вырнаҫтарас шухӑшпа Ыхраҫырми ялӗнче пурӑнакан, поэтпа пӗр класра вӗреннӗ Владимир Николаевпа Александр Алексеев тухнӑ пулнӑ.

Митинг вӗҫнелле хӑнасем мемориал хӑми умне чечексем хунӑ. Шкул ачисем Анатолий Ыхра сӑввисене вуласа панӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 10

1906
120
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1916
110
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1948
78
Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1994
32
Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ