«Пирӗн ял урамне пушар машини те, васкавлӑ пулӑшу кӳрекенсем те кӗрсе тухаймӗҫ», — тесе ҫынсем пӑшӑрханса калаҫнине кӗркуннепе ҫуркунне уйрӑмах чылай илтме тивет. __Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ __Атнар ял тӑрӑхӗнче__ урамсене йӗркеллӗ тытма тӑрӑшаҫҫӗ, шӑтӑк-путӑклисене ҫӗр типсен юсаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра __Атнарти__ пӗр урама юсаса пӗтернӗ ӗнтӗ. Юсав ӗҫне __Кишлӗ__ тата __Ҫӗнӗ Туканаш__ ялӗсенче те тытӑннӑ. Вырӑнтисем ытти яла та пӑрса хӑвармасса шантараҫҫӗ.
«Халӑхӗ пирӗн маттур. Халӗ вӗт чылайӗшӗн килтех техника пур: камӑн — самосвал, камӑн — экскаватор. Ҫавсене эпир ҫунтармалли-сӗрмелли материал туянса паратпӑр. Вӗсем вара ал айӗнче пур техникӑпа ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ», — ырлать хастарсене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов. «Пӗвесем тасатнӑ хыҫҫӑн хӑйӑрпа тӑм хутӑшӗ юлать те ӑна урапа ҫулне хытарма яратпӑр», — пӗлтерет Александр Николаевич.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |