Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш Енӗн энерги тупӑшӗпе тивӗҫтерекен компанийӗн пресс-службин ертӳҫи Ирина Романова пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен компанийӗ республикӑра пӗчӗккӗн энергишӗн ҫӗнӗ майпа тӳллемелли май патне куҫма тытӑннӑ имӗш. Ҫапла вара халӑхӑн абонемент кӗнекипе тӳлес йӑлана пӑрахӑҫлама лекет. Малашне электричество энергийӗшӗн ятарлӑ штрих-кодлӑ квитанципе тӳлемелле пулӗ.

Ҫӗнӗ квитанци форминче пайӑр счёт номерне, расчетлӑ тапхӑр кӑтартӑвне, тарифне, куҫарнӑ суммӑна, парӑма, ҫӗнӗрен шутланӑ кӑтартусене палӑртнӑ. Тӳлекенӗн вара «Тӳлев тапхӑрӗшӗн шутланӑ пӗтӗмӗшле сумма» (~~выр. «Итого к оплате за расчетный период»~~) графапа укҫа кӑларса хума тивӗ.

— Ҫӗнӗ хурмӑ халӑха самай ҫӑмӑллӑх кӳрет. Малашне энергипе усӑ кураканӑн миҫӗ тенкӗ тӳлемеллине хӑйӗн шутлас хуйхӑ пулмӗ, квитанцине те ҫырса тултарма мар пулӗ. Абонемент кӗнекипе усӑ курнине илес пулсан малашне чӗретре те тӑмалла мар пулӗ. Тӳлемелли ятарлӑ йыхрава тӳлевсӗрех киле илсе ҫитерӗҫ. Йӑнӑшпа тепӗр ҫын вырӑнне тӳлессе ярасси те тӳлеве ҫухатасси те сайрарах малашне тӗл пулӗҫ, — пӗлтерет Чӑваш Енӗн энергипе тивӗҫтерекен компанийӗн пурнӑҫа кӗртекен директорӗ Александр Гончаров.

Ҫӗнӗ тӳллев хурмине ҫитес вӑхӑтсенче районсем хушшинчи ЧЭСК уйрӑмри __Улатӑрӑн__, __Патӑрьелӗн__ тата __Ҫӗнӗ Шупашкарӑн__ 70 пин абоненчӗ хаклама пултарӗ.

Палӑртса хӑварас пулать, пурнӑҫа кӗнӗ квитанци абонент кӗнекинчен пушшех хӑтӑлмаллине пӗлтермест. Тӳленине ҫирӗплетме май пултӑр тесе вӗсене виҫӗ ҫул хушши усрама ыйтаҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 19

1968
58
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ.
2060
-34
Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та