Анчах пур ҫӗрnе те мар, __Шупашкартан__ __Явӑш__ ҫӑви патне ҫитиччен. Паян унта ҫитме 40 тенкӗ кӑларса хумалла иккен. «Кайма-килме 80 тенкӗ кирлӗ. Ҫемьепе каяс пулсан мӗн хака кайса ларӗ?» — пӑшӑрханнӑ республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ патне ӗнер йышӑнӑва пынӑ Шупашкарта пурӑнакан Лидия Василенкова. Хӗрарӑм Явӑш ҫӑви патне илсе ҫитерекен 249-мӗш маршрут хакне хулари пек, 16 тенкӗ, тӑвасшӑн иккен.
Чӑн та, 2011 ҫулта унта ҫитме 12 тенкӗ кӑна тӳлеттернӗ-мӗн. Тӳррипе вара «Чӑвашавтотранс» предприятийӗшӗн капла тариф майлах пулман — вӑл тӑкак тӳснӗ. Ҫук-ха. Тӳсме пултарнӑ. Тӑкака хула хыснин шучӗпе саплаштарнӑ иккен. Пӗлтӗр вара автотранспорт предприятийӗпе хула администрацийӗ апла килӗшӳ туман. Ҫапах та халӗ кая юлнӑ ӗнтӗ темелле мар — __Ҫимӗк__ тӗлӗнче Явӑш масарӗ ҫине кайса килме ҫул укҫине чакарӗҫ. Республика Элтеперӗ вара хула администрацине автотранспорт предприятин тӑкакне саплаштарма майсем пӑхса хӑварма чӗнсе каланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |