Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Атте мана шур пӳрт лартса парап тетчӗ йӗтем ҫине чӑрӑш шӑтса тухсан», — ҫапла йӗркесем пурччӗ чӑваш халӑхӗн пӗр юрринче. Самана улшӑннӑ май унти шухӑш пӗр вӑхӑтра ҫивӗчлӗхне ҫухатнӑччӗ. Анчах кайран, ҫӗре аукцион урлӑ туянмалли йӗрке тухсан, укҫа-тенкӗ енчен хӗсӗкрех пурӑнакансен авалхи ҫав юрра тӑсса ярасси кӑна юлнӑччӗ. Ара, малтан ҫӗрне аукционта туян; кайран пӳртне лартма «кӗмӗл» пух. Пуянсем вӑй ҫитерӗҫ-ха, ыттисен вара мӗн тумалла тет? Тӳре-шарапа тӗлпулусем иртнӗ чух та тӗрӗссипе ҫак ыйтӑва ҫынсем час-часах хускататчӗҫ. Йӗрки ҫапла та, лешсен те хулпуҫҫие хӑпартасси кӑна юлатчӗ. Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр тӳлевсӗр уйӑрса парасси пирки саккун тухнӑ хыҫҫӑн лару-тӑру тинех улшӑнчӗ.

Республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗр илме паянхи кун 3 200-е яхӑн ҫемье черете тӑнӑ. Кун пек тӗллевлисем __Шупашкар__ хулинче уйрӑмах йышлӑ-мӗн — 1200-е яхӑн. Тепӗр тесен, кунтан тӗлӗнмелле те мар — тӗп хуламӑрта халӑх йышлӑ пурӑнать-ҫке. __Улатӑр районӗ_Улатӑр__, __Элӗк районӗ_Элӗк__ тата __Канаш районӗ_Канаш__ районӗсем ҫӗр илес текенсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ те иккен. __Улатӑр__ хули ун пеккисенчен 80 процентне уйӑрса пама ӗлкӗрнӗ, __Ҫӗмӗрле районӗ__ — 93%; __Шӑмӑршӑ районӗ__ — 91%; __Пӑрачкав районӗ__ — 90%; __Куславкка районӗ__ — 87%; __Сӗнтӗрвӑрри районӗ__ — 86%; __Етӗрне районӗ__ — 82%; __Патӑрьел районӗ__ — 76%. __Ҫӗнӗ Шупашкар__, __Шупашкар__, __Ҫӗмӗрле__ тата __Канаш__ хулисенче вара ҫӗрпе тивӗҫтересси йывӑррӑн пулса пырать. Ҫавсене тӳрре кӑларассишӗн каламастпӑр та, анчах хулара ҫӗр ҫуккипе вӗсен кӳршӗ районсенчен ыйтма тивни те вӑрттӑнлӑх мар.

Сӑмах май, нумай ачаллисен хӑйсене тивӗҫ ҫӗрпе пӳрт лартма кӑна мар, хушма хуҫалӑх тытма та, дача вырӑнне усӑ курма та ирӗк пур. Ҫӗр илме заявлени тӑратнисенчен 61 проценчӗ ҫурт тӑвас шухӑшлӑ иккен.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи