Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Шупашкар хулин урамӗсем тӑрӑх кунсерен пиншер тӗрлерен урапа (машин) чупать. Тен, «тимӗр лашасен» йышӗ ӳссе пынипе, машинсене ӑҫта мӗнле вырӑна лартас ыйтупа шофёрсем пуҫсене ватсах лармаҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре хӑйсен тӑват урапаллӑ «юлташа» начасах вырнаҫтарса хураҫҫӗ.

__Ленин район__ администрацийӗ ҫак ирсӗр ӗҫе йӗркене кӗртме хула ҫыннисем пӗрре ҫеҫ мар ӳпкев хучӗсене ҫырса панӑ. Халӑх пӗлтернипе шоферсем хӑйсен машинисене ача-пӑча вылямалли картиш патне, курӑк ҫине лартса хӑвараҫҫӗ. Ҫавна май администраци ӗҫченӗсем Ленин районӗнче ятарлӑ рейдне ирттернӗ. Вара Хусанкайпа Кӑкшӑм урамсенче, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнче, Эгер бульварӗнче, Хевешпе Маршак урамӗсенче тата Иван Яковлев проспектӗнче пӗтӗмпе 35 йӗркене пӑснӑ пулӑмсене палӑртса хунӑ.

Рейдра лекнӗ машин хуҫисене администрацилле йӗрке пӑсӑвӗн Кодексӗпе штраф кӗтӗ. Ленин администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх штраф укҫи йӗркене пӑсакансене 3 000 тӗнкӗ таранах ларма пултарӗ.

Тен, кун йышши мелсем шофёрсене малашне ятарлӑ йӗркесене пӑхӑнма вӗрентӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 16

1899
127
Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Кириллова Надежда Мефодьевна, ЧР тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1998
28
Владимиров Евстафий Владимирович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи, тӑлмач, философи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ вилнӗ.
2006
20
Александров Анатолий Александрович, чӑваш политикӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи