Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Трак Енти Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта 2012 ҫулшӑн Нестер Янкас премине парас ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ.

Чӑваш литературипе ӳнерне тата культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн, 2012 ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗн хисеплӗ ятне 2 ҫын тивӗҫрӗ.

1. Чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ ҫыравҫи — Раҫҫей Писателӗсен Союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ **__Николай Петрович Ишентей__** — 2012 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ «Планетӑпа чӗре» ятлӑ сӑвӑсен кӗнекишӗн.

Вӑл 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче __Красноармейски районне__ кӗрекен __Тури Шурҫырма__ ялӗнче (халӗ __Ҫӗрпӳ районӗ__) ҫуралнӑ. Унтах пурӑнать. __Красноармейски__ вӑтам шкулӗ хыҫҫӑн икӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ял хуҫалӑхӗнче, вӗрентес ӗҫре, журналистикӑра вӑй хунӑ. Халӗ — «Капкӑн» журнал редакторӗ. Нумай кӗнеке авторӗ.

Преми илме ӑна районти Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗ тӑратнӑ.

2. Районти тата республикӑри хаҫатсен активлӑ публицисчӗ, хурт-хӑмӑр ӗрчетес енӗпе ҫырнӑ нумай наука ӗҫӗсен авторӗ Анатолий Иванович Скворцов 2012 ҫулта пичетленнӗ статьясемшӗн.

Вӑл 1948 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче районти __Ҫӗньял Шетмӗ__ ялӗнче ҫуралнӑ, __Вӑрманкас Шетмӗ__ ялӗнче пурӑнать. Мӑн Шетмӗри вӑтам шкул хыҫҫӑн, ӗҫленӗ хушӑрах, Чӑваш ял хуҫалӑх институчӗн зоотехниксем хатӗрлекен факультетри хурт-хӑмӑрҫӑсен уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ, чылай ҫул хушши хӑйӗн специальноҫӗпе тӑрӑшнӑ. Халӗ те «Пчеловодческое» ТМЯО директорӗ пулса ӗҫлет. Ку таранччен хурт-хӑмӑр ӗҫӗн темисемпе тӗрлӗ хаҫат-журналсенче, ӑслӑх ӗҫӗсен пуххисен кӗнекисенче 41 пысӑк ӗҫ пичетленӗ.

Преми илме ӑна Чӑваш Республикинчи «Красноармейски районӗнчи «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗ» автономлӑ учрежденийӗн ӗҫ ушкӑнӗ тӑратнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй