Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.0 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер __Вӑрнар районӗнчи__ __Мӑн Явӑшри__ ял вулавӑшӗнче __Герасим Харлампьев-Пилеш__ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ятарлӑ вулав каҫӗ иртнӗ.

Э. Петрова вулавӑшҫӑ вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли ятарласа «Ӳнерҫӗ те, ҫыравҫӑ та» ятпа литература куравӗ йӗркелерӗ. Пухӑннӑ ачасене вӑл ҫыравҫӑн кашни ҫынна, кашни ачан кӑмӑлне каякан хайлавӗсем пирки каласа пачӗ. Ачасем те хӑйсене маттур кӑтартрӗҫ: кӑмӑла каякан хайлавсене аса илчӗҫ, куравра вырнаҫтарнӑ кӗнекесен содержанине каласа кӑтартрӗҫ. Вӗсене ытларах Герасим Дмитриевичӑн «Илемлӗ ир» хайлавӗ килӗшни палӑрчӗ, ун тӑрӑх ятарлӑ викторина та ирттерчӗҫ. Чи маттурри Максим Шариков пулчӗ.

**__Герасим Харлампьев__** 1913 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче халӗ Элӗк районне кӗрекен __Мӑн Тукташра__ ҫуралнӑ. Пирӗнрен вӑл 1994 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче уйрӑлнӑ. Ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, __Хутарти__ шкулта пӗлӳ пухнӑ, __Нурӑсри__ профшкулта, Чулхулари рабфакра, Мускаври ӳнер техникумӗнче ӑс пухнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Герасим Харлампьев __Чӑваш кӗнеке издательствинче__ чылай вӑй хунӑ, Чӑваш Республикин ӳнер галерейин ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.

Чӑваш литературине чи малтан вӑл кӗске пьесӑсем, ача-пӑча калавӗсем парнеленӗ. Чӑваш театӑрӗсенче ҫыравҫӑн «Кӑмӑл уҫӑлсан», «Ҫурхи кӗвӗсем», «Юрату вилӗмсӗр» пьесӑсене яланах ӑшшӑн та чӗререн юратса кӗтсе илеҫҫӗ. «Юрату вилӗмсӗр» драмине Кейӳ хулинче Украинӑн патшалӑх драма театрӗ лартнӑ. Герасим Дмитриевич ӳнер куравӗсене хутшӑннӑ, __М. Спиридоновпа__ __Н.Сверчков__ чӑваш ӑстисем ҫинчен очерксем ҫырнӑ.

Герасим Дмитриевич 25 кӗнеке авторӗ. Хӑш-пӗр кӗнекери ӳкерчӗксене вӑл хӑйех тунипе паллӑ. Паллӑ кӗнекисем: «Илемлӗ ир» (3 кӗнеке, 1961–1970), «Юрату вилӗмсӗр» (1967), «Йӑлтӑр ҫӑлкуҫ», «Тӑрнасен ташши» (1952), «Пӗчӗк ҫеҫ юмахсем», «Иртнӗ ҫулсенче», «Ытарайми ҫӗршывра», «Вӑрман юрри», «Голубята» (Кӑвакарчӑнсем), «На пасеке» (Утарта) тата ыттисем.

Ӳнер ӑсталӑхӗпе палӑрнӑ май вӑл «Капкӑн» валли кулӑшла ӳкерчӗксем тунӑ, __Иван Ивникӑн__ «Телей ҫулӗ» (1938), __Константин Ивановӑн__ «Нарспи» (1947), __Василий Алентейӗн__ «Пирӗн кил» (1953) кӗнекисене илемлетнӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 19

1968
58
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ.
2060
-34
Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та