Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.1 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кашни ачах ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине туйма, телейлӗ ҫемьере ӳсме тивӗҫ. __Элӗк районӗнче__ ҫывӑх ҫыннисемшӗн ытлашши пулса тӑнӑ тӗпренчӗксене хӑйсен хӳттине илнисем тата ҫемье ӑшшине парнелес тӗллевлисем сахалах мар.

Иртнӗ кунсенче, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, __Шупашкарти__ «Салют» культура керменӗнче «Чӗререн ҫуралнӑ ҫемье» ятпа усрав ҫемьесен пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Тӗрлӗ районсенчен пухӑннӑ ҫемьесене ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ С.Сыромолотова, Чӑваш Республикинчи ачасен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен уполномоченнӑй В.Рафинов саламларӗҫ.

__Элӗк районӗнчен__ асӑннӑ конкурса __Элӗк__ салинчи Наталия Вячеславовна Николаева Даниил усрав ывӑлӗпе, Тенинчи Людмила Геннадьевна Васильева Настя тата Гриша ачисемпе, __Анаткас Сурӑмри__ Ираида Анатольевна Павлова Аня, Анюта, Саша тӗпренчӗкӗсемпе хутшӑнчӗҫ. В.Рафинов Павловсен ҫемйине ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн Тав хучӗпе чысларӗ. Николаевсемпе Васильевсен ҫемйисем «Чӗререн ҫуралнӑ ҫемье» конкурса активлӑ хутшӑннӑшӑн свидетельствӑсене тивӗҫрӗҫ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчен те унта 19 ҫемьерен 25 ача хӑйсен ӗҫӗсемпе хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ, «Ҫемье мирӗ» номинацире З.С.Артемьев ҫемйинчи Анастасия Фондеркинан (__Мӑн Этмен__ шкулӗ) ӗҫӗ — иккӗмӗш, Р.С. Кудюкован ҫемйинче пурӑнакан Юрий Ямсков (__Хӗрлӗ Чутай__ шкулӗ) ӗҫӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 04

1932
94
«Колхоз хаҫачӗн» (халӗ «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1934
92
Шупашкарта Чӑваш вӗрентекенӗсен институчӗ уҫӑлнӑ.
1973
53
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та