Паян Чуллӑ Ҫырти (__Тутарстан__) 22-мӗш шкулта пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм тумтир ҫакмалли пӳлӗмрен пуҫланнӑ. Вырӑнти ИӖМ ӗҫченӗсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх айӑпӗ электропроводкӑра пулма пултарать.
Ҫулӑма вӑхӑтра асӑрханӑран шкулран пурне те вӑхӑтра кӑларма пултарнӑ. Пурӗ 801 ҫынна эвакуациленӗ, вӗсенчен 762 — вӗренекен ачасем. 12 ачана пусмапа усӑ курса, 18 ачана чӳречерен кӑларма тивнӗ — шкултан тухма вӗсене ҫара тӗтӗм чӑрмантарнӑ.
Вут-ҫулӑм тивнӗ шкула пӑрахса тухнӑ хыҫҫӑн ачасене юнашарти лавккана вырнаҫтарнӑ, каярах вара киле кайма ирӗк панӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |