Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӳкӗн 9-мӗшӗнче Ишекри КВЦ ҫумӗнчи Андреев А.Н. ертсе пыракан фольклор ушкӑнӗ ялта вырнаҫнӑ Александр Мироновӑн «Тавраш» ятлӑ музейре пулса курчӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнана пӗрле ветерансен канашӗн председателӗ Кудрганова Н.А., «Мӑн Марка ИКЦ» МБКУ директорӗ Нестерова И.П. пычӗҫ.

__Александр Николаевич Миронов__ — тава тивӗҫлӗ таврапӗлӳҫӗ, вӑл хӑйӗн килӗнче музей йӗркеленӗ. Темиҫе ҫул хушши вӑй хурса ӗҫленӗ хыҫҫӑн музейри экпонатсен шучӗ пинрен те иртнӗ. Шел те, сывлӑх хавшанӑран час-часах тухса ҫӳреймест вӑл халь.

Хӑнасем килнӗ ятпа Александр Николаевич музейпе паллаштарчӗ, хӑйӗн несӗл йывӑсси пирки каласа пачӗ. Ишек ялӗ епле пулса кайни пирки те сӑмах хушрӗ вӑл. Музей йӗркелӳҫин кӑткӑс калавӗ хӑнасене питӗ кӑмӑла кайрӗ. Тав туса вӗсем темиҫе юрӑ шӑрантарса пачӗҫ.

Каласа хӑварас пулать: __Ишекре__ унсӑр пуҫне тепӗр музей те пур, пысӑкраххи — __Ишекри таврапӗлӗвӗн халӑх музейӗ__. Ӑна 1983 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче уҫнӑ, икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Халӑх музейӗ ятне 1990 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче тивӗҫнӗ. Ҫапла май, __Ишекре__ икӗ музей ӗҫлет, кашни хӑйӗн ӗҫне тӑвать.

Чӑн та, Александр Николаевич пек хастар ҫынсем пирки пурин те пӗлмелле, тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тав сӑмахӗ каламалла.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 04

1904
122
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1954
72
Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
2000
26
Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть