Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.9 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Чӑваш Енри__ кашни район центрӗнче вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли центрсем уҫнӑ. Кӑҫал, сӑмахран, __Тӑвайра__ «Аль» ӗҫлеме пуҫарӗ.

Ку ӗҫе кӳленни ялсенче те тӗл пулать — сӑмахран, кӑҫал чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче __Вӑрнар районӗнчи__ __Кӑмпалта__ спорт клубне уҫмалла. Ӗнер, чӳкӗн 4-мӗшӗнче, спорт керменне тӑвас ӗҫе йӗркелекенӗ Краснов Виталий Павлович спорт клубӗпе паллаштарчӗ — хӑтлав ирттерчӗ.

Мероприятире __Аҫӑмҫырми ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Олег Петров, «Кӗрешӳ» федерацийӗн президенчӗ Виталий Васильев тата вице президенчӗ Виталий Никифоров, __Калинино__ вӑтам шкулӗн директорӗ Татьяна Ефимова, Элӗк районӗн бокс федерацийӗн председателӗ Владислав Максимов тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. __Краснов Виталий Павлович__ хӑй те спортра ют ҫын мар — вӑл Чӑваш Республикин «Профсоюзный бокс Поволжья» (чӑв. ~~~Атӑлҫи тӑрӑхӗн профсоюз боксӗ~~) обществӑлла организацийӗн президенчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ бокс тренерӗ, Чӑваш Республикин вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Спорт клубӗпе паллашнӑ май пурне те Виталий Петровичӑн чӑтӑмлӑхӗпе хастарлӑхӗ тӗлӗнтерчӗ, кашни пуҫланӑ ӗҫе вӗҫлеме вӑй сунчӗ. Хӑтлав вӑхӑтӗнче пӳлӗмсемпе паллаштарнисӗр пуҫне Виталий Петрович хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле бокс ҫапӑҫӑвне те кӑтартрӗ.

Спорт клубне йӗркелеме хысна укҫипе усӑ курман — пӗтӗм укҫа-тенке Виталий Петрович хӑй хывнӑ. Ҫурта вара «Новый путь» (чӑв. ~~Ҫӗнӗ ҫул~~) колхозран туяннӑ — маларах унта ҫӗвӗҫсен цехӗпе администраци вырнаҫнӑ, каярах вара, пушар хыҫҫӑн, чылай хушӑ пушӑ тӑнӑ вӑл. Спорт клубӗнче воллейбол площадки, бокс рингӗ, теннис сӗтелӗсем, тӗрлӗ тренажерсем, икӗ бильярд сӗтелӗ, душевой тата ытти пулӗ. Кун пек пысӑк ӗҫе, паллах, ял халахӗ пулӑшмасӑр тума май ҫук.

Виталий Петрович пек тӑван халӑхшӑн тӑрӑшакан хастар ҫынсем татах та пулсан питӗ аван пулмалла! Чӑн та, вӑй патӑр ӑна, ҫак ӗҫе вӗҫлеме!

__http://gov.cap.ru/home/310/foto/2012/kumbal/page%5f01.htm_**Сӑнсем**__ (24)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 05

1895
131
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1932
94
«Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1998
28
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын