Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер, чӳкӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ __Михаил Игнатьев__ ӗҫпе «Акконд» акционерсен уҫӑ обществинче пулнӑ. «Элитана» десерта хатӗрлекен линие хута яма хутшӑннӑ.

Хӑйӗн ум сӑмахӗнче Михаил Игнатьев ҫак ӗҫе пурнӑҫланишӗн «Аккондӑн» ӗҫченӗсемпе пӗрле республикӑри пур ҫын та савӑннине пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ корпус ҫеҫ мар, паян эпир чӑннипех те пысӑк фабрика уҫатпӑр, — тенӗ Элтепӗр. — Фабрикӑн пылак ҫимӗҫӗ паянхи кун хамӑр патшалӑхрисемпе кӑна мар, ют ҫӗршыври таварсемпе те ним мар пӗр ретре тӑма пултарать. Кунта тупӑшу пысӑк пулнине шута илсен — сахалтарах ҫывӑрни, ҫӗнӗ таварсем кӑларма пултарни ҫеҫ ҫӗнтерме пулӑшӗ», — тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев.

Хӑнасем ҫӗнӗ корпуспа тӗплӗн паллашнӑ. Пылак ҫимӗҫе хатӗрлекен производствӑна хута яма 1,1 млрд. тенкӗ тӑкакланӑ иккен. Ҫӗнӗ корпусра (унӑн лаптӑкӗ 10800 м2) 400 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пур. Ҫулталӑк хушшинче кунта 27 пин тонна пылак ҫимӗҫ кӑларма пулать.

Тавар кӑларакан лини ӗҫӗпе фабликӑн тӗп директорӗ Валерий Иванов паллаштарнӑ. Пӗтӗм ӗҫе автоматика мелӗпе йӗркеленӗ пулин те, пӑхса тӑракан ҫынсем ҫавах кирли пирки вӑл палӑртнӑ.

Чӑваш Ен Элтепӗрӗн шухӑшӗпе «Акконд» таварӗ — пирӗн республикӑна палӑртакан элемсенчен пӗри. Шел те, ҫак сумлӑ предприяти хӑйӗн пылак ҫимӗҫӗнче халӗ те __чӑваш чӗлхине__ усӑ курмасть. Тӑван ҫӗре-шыва пирӗн шутпа пылакпа кӑна мар, культурӑпа та кӑтартма пӗлни кирлӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 20

1843
183
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
137
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
131
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
74
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй