Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫак кунсенче __Пушкӑртстанӑн__ тӗп хулинче Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсен «Туганлык» V фестиваль иртет. Пирӗн респуликӑран унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кайсаччӗ, авӑнӑн 7-мӗшӗнче вара вӗсем __М. Карягинӑн__ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакльне лартса пачӗҫ.

Ӗпхӳри фестивале __Тутарстан__, Дагестан, Алтай, Хакаси театрӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫаван пекех Казахстан, Кӑркӑсстан, Азербайджан, Турци, Крым тата ытти ҫӗршыври тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсем пурри ҫак фестиваль пысӑк шайра иртнине кӑтартать. Пирӗннисене те унта курма чӑн та питӗ хаваслӑ!

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакле Станислав Васильев режиссёр лартнӑ. Ӑна Турцире, Тутарстанра тата Мӑкшӑ Республикинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери фестивальсенче пысӑк хакланӑ, тӗрлӗ наградӑсене тивӗҫнӗ вӑл. Спектакль пирӗн мӑн асаттесен авалхи йӑхӗн историне сӑнласа кӑтартать. Рольсенче — Наталья Шамбулина, Светлана Савельева, Лидия Красова, Василий Павлов, Ольга Почалкина, Александр Степанов, Владимир Григорьев, Венера Пайгильдина тата ыттисем. Хаклавҫӑсем спектакле епле хак панине авӑнӑн 13-мӗшӗнче пӗлме пулӗ — вӑл кун фестиваль вӗҫленӗ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫавӑн пекех __Пишпӳлеке__ те ҫитсе курчӗ — кунти чӑвашсем валли «Шӑпа» спектакль лартса пачӗҫ вӗсем. Курма килнӗ халӑх кӑмаллӑ юлчӗ — Шупашкартан килнӗ артистсен вылявне тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хакларӗҫ!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 04

1904
122
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1954
72
Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
2000
26
Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ