Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Раҫҫей шайӗнче тӑван чӗлхе учителӗсен ӑста урок конкурсне ирттерес йӑла ҫирӗпленчӗ. Чӑваш Республикин тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсем ҫак мероприятие улттӑмӗш хут хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнчи ӗҫе хутшӑнма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе кашни икӗ ҫулта Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗ чӑваш чӗлхине вӗрентекенсен «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» конкурсне ирттереҫҫӗ. Чӑваш Республикин ятне хӳтӗлеме Саранск хулине кӑҫал 2012 ҫулхи конкурс ҫӗнтерӳҫи __Муркаш районӗн__ __Калайкассин__ вӑтам шкулӗн учителӗ **Степанов Александр Марсович** тухса кайрӗ.

Конкурса хутшӑнакансем малтан Мускавра куҫӑмсӑр тур тухаҫҫӗ. Вӑл тура тухма конкурсантсем «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» эссе, учитель хӑйӗн ӗҫне тишкерсе ҫырнӑ справка, вырӑсла ҫырнӑ урок конспекчӗсемпе класс тулашӗнче иртнӗ мероприятисен сценарийӗсене, пичетленсе тухнӑ кӗнекесемпе статья оттискӗсене ярса параҫҫӗ. Кирлӗ чухлӗ балл пухсан вара куҫӑмлӑ тура хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Конкурс тӗллевӗ чӑваш тата вырӑс халӑхӗсен культура хутшӑнӑвне танлаштарса вӗрентмелли тӗп мелсемпе меслетсене кӑтартса парасси пулчӗ. Тӗрлӗ халӑхӑн чӗлхине, культура хутшӑнӑвне шута илни паллаштару карточкинче те, «Манӑн регион, манӑн шкул, манӑн педагогикӑри ӗҫ-хӗл” презентацире те, наци тумӗн хӑй евӗрлӗхӗнчи чи ӑнӑҫлӑ енӗсене ӑнлантарса панӑ чухне те палӑрчӗ.

Учителӗн ачасем вырӑс чӗлхипе илнӗ пӗлӳ ҫине таянса ҫӗнӗлле вӗрентнине кӑтартса памалла. Видеоурок ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курнипе пӗрлех професси ӑсталӑхне, танлаштаруллӑ-шайлаштаруллӑ методика тӗшшийӗн чи паллӑ саманчӗсене тишкерсе памаллаччӗ.

Кӑҫалхи ӑста урок уявне Мӑкшӑ Республики Раҫҫей халӑхӗсемпе пӗрлешнӗренпе 1000 ҫул тултарнине халалланӑ. Учительсен ӑста урокӗ Саранск хулинче 2012 ҫулхи ҫурлан 21-24-мӗшӗсенче иртрӗ. Раҫҫейри тӑван чӗлхене вӗрентекенсен конкурсӗнче тӑван чӗлхепе тата вырӑс чӗлхипе вӗрентекен 24 регионран 36 учитель хутшӑнчӗ. Вӗсенчен пӗри — пирӗн ентеш Муркаш районӗн Калайкасси вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен А.М.Степанов — ҫӗнтерӳҫӗ ятне илчӗ, Чӑваш Республикин ятне ҫӳле ҫӗклерӗ. Александр Марсович пур номинацире те нумай балл пухрӗ «Методикӑри хӑйне евӗрлӗхпе ҫӗнӗлӗхсем» номинацире чи мала тухрӗ.

1-мӗш степӗньлӗ диплома пирӗн учителе Мӑкшӑ Республикин оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче Раҫҫей Федерацийӗ халӑхӗсен Ассамблейин Совечӗн председателӗ Р.Г. Абдулатипов пачӗ.

Ҫивӗч кӗрешӳре ҫӗнтернӗ маттур чӑваш учительне тав сӑмахӗ калатпӑр, ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ ятпа саламлатпӑр!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Юпа, 31

1927
98
Волков Геннадий Никандрович, преподаватель, прозаик, публицист, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1971
54
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график вилнӗ.
1976
49
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
2002
23
Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ, производство йӗркелевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын