Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Акӑ, тахҫантанпа чунтан кӗтекен кун ҫитрӗ. Иртнӗ шӑматкун, утӑн 14-мӗшӗнче, __Тӑвайра__ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Аль» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ уҫӑлчӗ.

Район центрӗнчи кӑна мар, республикӑри чи хитре капмар ҫуртсенчен пӗри пулнӑн туйӑнать вӑл. Ытти районсеннинчен чылай лайӑхрах пек. Мӗншӗн тесен ӑна тума нумайӑшӗ чун ӑшшине панӑ: район администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен пуҫласа строительсем, массӑллӑ субботниксен вӑхӑтӗнче тирпей-илем кӗртес ӗҫсене хутшӑнакансем таранах. Тӑвайри вӑтам шкулта вӗренекенсем ҫав паллӑ уява хатӗрленсе, комплекс умӗнче кунсерен репетицисем ирттерчӗҫ. Комплекс шӑпи, тӗрӗссипе, республика Пуҫлӑхӗ, министрсем таранах хумхантарчӗ.

Ахальтен мар пуль ӑна уҫма __Михаил Васильевич Игнатьев__, ЧР физкультурӑпа спорт тата туризм министрӗ __Сергей Мельников__, Раҫҫей Спорт министерствин физкультурӑпа массӑллӑ спорт Департаменчӗн директорӗ Марина Томилова (Мускав), Алтай Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Огнев, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Валерий Ивановпа Генрих Васильев тата ытти сумлӑ хӑнасем, хаҫат-журнал, телевидени редакцийӗсен журналисчӗсем йышлӑн килнӗ.

Халӑх, ҫамрӑк спортсменсем вара районӗпех пуҫтарӑннӑ. Район, республика историне кӗрсе юлакан куна кашниех асра хӑварасшӑн мар-и? Ҫӗнӗ комплекс умне тӗрлӗ тӗслӗ шарсен гирляндисем, ялавсем капӑрлатаҫҫӗ. Чи тӑррине «Аль» тесе ҫырса хунӑ. Ҫуртӑн 2–3 хучӗсем ум енчен тӗкӗрлӗ кантӑк айӗнче. Вӗсем ҫинче ҫул хӗрринчи лапсӑркка хурӑнсен мӗлкисем курӑнаҫҫӗ. Комплекс умне тӗрӗллӗ вӗтӗ плиткӑсем сарнӑ, чечек клумбисем хывса хӑварнӑ, чечекӗсем те ӳсеҫҫӗ, тавралла газон курӑкӗ акнӑ.

Ҫынсем маларахах йышлӑн пухӑннӑ: ачасем, вӗрентекенсем, сывлӑх хуралҫисем, район центрӗнче ӗҫлекенсем, ачасемпе ларакан амӑшӗсем, ҫамрӑксем, ӗҫ ветеранӗсем. Таврана хаваслӑ кӗвӗ ҫемми саланать.

— Юрать паян хӗвел ытти чухнехи пек ҫунтармасть, пӗлӗтлӗ. Турри хӑй хӗрхенет пулас пухӑннисене, — хӑлхана пырса кӗрет манран инҫех мар тӑракан икӗ хӗрарӑм калаҫӑвӗ. Куракансен тимлӗхӗ спорткомплекс картлашкисем умӗнче. Кунта вырӑнти юрӑҫсем пухӑннисене юрӑ хыҫҫӑн юрӑ парнелеҫҫӗ: эстрада ҫӑлтӑрӗ Владимир Иванов, Мария Никитина (Тушкил), __Ҫӗнӗ Пуянкассинчи__ информаципе культура центрӗн худрукӗ Лариса Соловьева.

Унччен те пулмасть проспектран комплекс еннелле мигалкӑллӑ машинӑсем пӑрӑнни курӑнса каять.

— Килеҫҫҫӗ, килеҫҫӗ! Утӑрья! — кӑшкӑрни илтӗнет ҫул хӗрринче тӑракансем енчен.

Хисеплӗ эскорт комплекса кӗрекен ҫул хӗррине ҫитсе чарӑнать. Михаил Игнатьевпа сумлӑ хӑнасем машинӑсем ҫинчен анса асфальт ҫулпа комплекс умне ҫитеҫҫӗ. Вӗсене кунта мӑн асаттесен ырӑ йӑлипе ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илеҫҫӗ.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Васильев уяв уҫӑлни ҫинчен пӗлтерет. Вӑл республика, ҫӗршыв Правительствисене, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партие тав тӑвать, мӗншӗн тесен ҫӗршывра сывлӑха ҫирӗплетекен физкультурӑпа спорт комплексӗсем тӑвас пуҫару «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗнче ҫуралнӑ, ӑна ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин ырланӑ.

— __Тӑвай__ тӑрӑхӗнче волейбол, ҫӑмӑл атлетика, кире спорчӗ, кӗрешӳ япӑх мар аталаннӑ. Ҫав вӑхӑтрах шывра ишессипе тата ытти енсемпе кӑтартусем чаплах мар. Ҫӗнӗ комплекс хута кайсан, спортӑн ытти енӗсем те массӑллӑн аталанасса шанатпӑр, — тет Юрий Егорович.

Сӑмах республика Элтепӗрне __Михаил Игнатьева__ параҫҫӗ.

— Тӑвайсемшӗн паян питӗ пысӑк уяв, ӗмӗрлӗхе асра юлмалли кун. Эпир сирӗнпе чӑн-чӑн спорт керменне уҫатпӑр. Физкультурӑпа спорт кашни ҫыншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кам вӗсемпе туслӑ, вӗсем ҫирӗп вӑй-халлӑ, вӑрӑм ӗмӗрлӗ, вӗсенче ӗҫлес пултарулӑх пысӑк. Ҫак комплекса тума 120 ытла млн. тенкӗ хывнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл сывлӑх ҫӑлкуҫӗ пулса тӑтӑр, ҫынна сывӑ пурнӑҫ йӗрки, чун киленӗҫӗ, хастар кӑмӑл-туйӑм парнелетӗр, самантлӑха та пушӑ ан лартӑр. Сирӗн тӑрӑхран район, республика, ҫӗршыв, Европа, тӗнче, Олимп вӑййисен чемпионӗсем тухчӑр! Ҫын ума ҫирӗп тӗллев лартсан, вӑхӑта, вӑй-хала шеллемесӗр ҫине тӑрса тренировкӑсем туса, ӑсталӑха ӳстерсе пырсан, ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пултарать. Чунри ӗненӗве нихӑҫан та ан ҫухатӑр. Малалла кӑна! Уявпа сире! — ҫавӑн евӗр пил пачӗ Михаил Васильевич тӑвайсене.

Раҫҫей Спорт министерствин вӑй-хал культурипе массӑллӑ спорта аталантаракан Департамент директорӗ Марина Томилова хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен физкультурӑпа спорт комплексӗсем тӑвассипе регионсем хушшинче малтисенчен пӗри пулнине палӑртрӗ, тӑвайсене спортра пысӑк ҫитӗнӳсем сунчӗ, физкультурӑпа спортри массӑлӑха тата ҫӳлӗрех шая ҫӗклеме сӗнчӗ.

5 хутчен республикӑри «Спортпа туслӑ ҫемье» фестивальре малти вырӑнсем йышӑннӑ ҫемье пуҫӗ Сергей Кирилловпа «Ҫӗнӗ Пуянкасси» унӑн ывӑлӗ Даниил вӗренекен район, республика ертӳҫисене чаплӑ парнешӗн тав сӑмахӗ каларӗҫ. Объекта тӑвакан «СтройЛидер» фирмӑн тӗп директорӗ И.Рябов ФСК директорне А.Кириллова спорт керменӗн симвӑллӑ ҫӑраҫҫине пачӗ.

Республика пуҫлӑхӗ спорт керменне «Буран» юрҫӳрен парнелерӗ. М.Игнатьев, район пуҫлӑхӗ В.Васильев, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Васильев, М.Томилова, __Ҫӗнӗ Пуянкассинчи__ вӑтам шкулта вӗренекен Даниил Кириллов, физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗ А.Кириллов хӑю касса шала кӗчӗҫ. Хӑнасем залсемпе паллашрӗҫ. 2-мӗш хута картлашкапа хӑпарсанах кӗтесре фитобар, теннис, шашка-шахмат вӑййисен, 3-мӗшӗнче кӗрешӳ залӗсем вырнаҫнӑ. Республика Элтепӗрӗ ҫамрӑк спортсменсемпе тӗл пулса калаҫрӗ, ӗмӗтсем ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, сӗнӳсем пачӗ. Хӑнасем тем таранччен бассейнра ишекенсем, вӑйӑсен пысӑк залӗнче спорт хореографийӗн композицийӗсене пӑхса киленчӗҫ. Илемлӗ, ирӗк те ҫутӑ спорт керменӗ. Ҫакна нумайӑшӗ ӗмӗтленме те хӑяйман.

Республика Элтепӗрӗ те, хӑнасем те ҫӗнӗ объектпа кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Республикӑри 23-мӗш спорт комплексӗ пулса тӑчӗ __Тӑвайри__ «Аль». И.Рябов каланӑ тӑрӑх, __Хӗрлӗ Чутайра__ ҫитес уйӑхра Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурник кунӗ тӗлне республикӑри тата тепӗр спорт комплексӗ хута кайӗ.

Юлашкинчен ҫакна кӑна калас килет. Тавралӑха илем кӳрсе ларакан ҫурт кӑна пулса ан юлтӑрччӗ ВХКСК, вӑл нихӑҫан та ҫамрӑксен хаваслӑ та шавлӑ сассинчен ан татӑлтӑрччӗ, республика Элтепӗрӗ калашле, кунтан тӗрлӗ шайри чемпионсем тухчӑр, унтан та ытларах, вӑй-хал культурипе спорт ҫынсене сывлӑх (вӑл чи хакли!), кӑмӑл-туйӑм хастарлӑхӗ, чун киленӗвӗ парнелетӗр. Ҫамрӑк спортсменсене асӑрхаттарсах калас килет: ҫитӗнӳ, ӑсталӑх хӑй тӗллӗн килмеҫҫӗ. Вӗсемшӗн нумай тар юхтармалла, пысӑк ҫине тӑраслӑх, каялла чакманни, тӗллеврен пӑрӑнманни кирлӗ. Кам малалла ҫирӗп пӑхать, кам чӑтӑмлӑ — ӑнӑҫу ҫавсен енче пулӗ. Пирӗн спорткомплекс паян мӗнле чаплӑ, илемлӗ, тепӗр 10 ҫултан та вӑл ҫавӑн пекех юлтӑр. Ӑна упрар, ҫав вӑхӑтрах унӑн майӗсемпе туллин усӑ курар. Уявпа сире, ентешсем!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем