Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Тӑвай районӗн администрацийӗнчи тунтикунхи планеркӑра иртнӗ эрнери ӗҫсене пӗтӗмлетсе умра тӑракан тӗллевсене палӑртнӑ. Выльӑх апачӗ хатӗрлес, кӗр тыррисем акма хатӗрленес ӗҫсемпе АПК аталанӑвӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗ В.Ванерке паллаштарнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне районти хуҫалӑхсем 3350 тонна утӑ, 4300 тн сенаж хывса ӗлкӗрнӗ. Е апат единици ҫине куҫарсан 27 975 цн чухлӗ. Ҫакӑ кашни условнӑй выльӑх пуҫне 10,91 цн тивет (республикӑри вӑтам кӑтарту — 9,05 цн).

Вӗренӳ учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ. __Тӗмер__, __Пуянкасси__, __Нӑрваш__ шкулӗсенче вӗсем ӑнӑҫлӑ пыраҫҫӗ, ҫак кунсенчех __Чутейпе__ __Йӑнтӑрчӑ__ шкулӗсем тытӑнаҫҫӗ. Шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлес ӗҫсем ҫинчен вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ В.Шакров каласа кӑтартнӑ.

Финанс пайӗн начальникӗ А.Сергеев районӑн пӗтӗмӗшле бюджечӗ I ҫурҫулта мӗнле пурнӑҫланса пыни ҫинче (малтанлӑх пӗтӗмлетӳсем) чарӑнса тӑнӑ. Тупӑшсем енӗпе хыснана 113 457 пин (ҫулталӑкра пырса кӗмеллин 51,6 проценчӗ) тенкӗ пырса кӗнӗ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртинчен — 37,6 процент ытларах. Утӑн 1-мӗшӗ тӗлне хысна укҫине 110 354 пин тенкӗлӗх (ҫулталӑка палӑртнин 50 процент) тӑкакланӑ.

Полицин районти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ В. Обаськин, надзор ӗҫӗн районти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан А. Фролов, район сыватӑшӗнчи тӗп врачӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Т. Шакшина харпӑр ведомствисен ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.

Ҫак эрнере, утӑн 14-мӗшӗнче Тӑвай ялӗнче физкультурӑпа спорт комплексне уҫаҫҫӗ. Районшӑн пысӑк пулӑм, ӑна пурин те хастар хутшӑнмалла.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю. Васильев должноҫри яваплӑ ҫынсене тӗрлӗ хушусем панӑ. Вӗсем, тӗпрен илсен, ялсене тирпей-илем кӗртес, нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсас, хваттерсене харпӑр хӑй хутса ӑшӑтасси ҫине куҫарас, вӗренӳ учрежденийӗсен ҫурчӗсене юсас ыйтусене пырса тивеҫҫӗ.

Планеркӑра район аталанӑвӗн ытти ҫивӗч ыйтӑвӗсене те хускатнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 16

1913
113
Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ.
1949
77
Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1962
64
Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та