Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чулхулара музей пур — Щелоковски хутӑрта вырнаҫнӑ, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен кил-ҫурчӗсене унта курма пулать. Чулхула облаҫӗн пӗчӗк ӗҫе пулӑшу кӳрекен тата аталанма пулӑшакан, усӑ куракансеме услугӑсен пасарӗн министрӗ Денис Лабуза пӗлтернӗ тӑрӑх музейри ҫуртсен пӗр пайне Бор районне куҫарма палӑртнӑ — унта халӑх ӑс-хакӑлӗпе пултарулӑх ялне (выр. ~~фольклорно-этническая деревня~~) йӗркелесшӗн иккен.

Нумай пулмасть Чулхулапа Бор хушшинче __/news/1986.html_вӗрен-ҫула__ хута яни пирки пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ. Министр каланӑ тӑрӑх унпа ярӑнакансем Бора ҫитнӗ май кунта нимӗнле кӑсӑк та ҫуккипе аптараҫҫӗ иккен. Унсӑр пуҫне ҫул енӗпе япӑх пулнӑран Щелоковски хутӑрти музее ҫитме йывӑр. Ҫӗнӗ пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртсен тӳрех икӗ мулкача тытма пулать иккен — Борта та кану йӗркеленӗ, музейпа та халӑх ытларах паллашӗ.

Халӑх шухӑшӗпе вара ҫуртсене куҫарассин сӑлтавӗ ытларах Щелоковски хутӑрти ҫӗре пушатассипе ҫыхӑннӑ — вӑл хулан чаплӑ пайӗнче вырнаҫнӑ-ҫке. Чӑн та, ҫитме ҫулӗ япӑх пулсан, тен ҫулне тусан вырӑнлӑрах пулӗччӗ? Йӳнӗрех те ларӗ.

Тепӗр сӑмах хамӑр республика пирки. Чулхуласем этнопарка тума тытӑннӑ та ӗнтӗ, пирӗннисем хӑҫан ку ӗҫе пуҫарӑнасси паллӑ та мар. Ӗҫ хальлӗхе калаҫу шайӗнче ҫеҫ пырать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 04

1904
122
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1954
72
Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
2000
26
Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ