Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.8 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Акан 17-27-мӗшӗсенче Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан __Красноармейски__ вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗрентекен В.М. Михайлов пуҫарнипе тата __Красноармейски район__ администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ йӗркеленипе республикӑмӑрти районсем хушшинче «Улӑп — 2012: Эпир - Улӑп йӑхӗнчен!» инҫет вӑйӑ конкурс иртрӗ.

Вӑйӑ конкурса Раҫҫей историйӗн тата Чӑваш историйӗн ҫулталӑкне тата __Чӑваш чӗлхи кунне__ халалланӑччӗ. Ыйтусем вара чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе тата культура аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑччӗ.

Конкурса пурӗ 350 ытла ача заявка панӑ. Вӗсенчен 165 ача вӑйӑ конкурса хутшӑнма кӑмӑл туса сайта кӗрсе регистрациленнӗ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсене вара 130 ача ҫеҫ хуравлама пултарнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак районсен вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсем хастар пулчӗҫ:

__Красноармейски районӗ__ — 75 ача;

__Комсомольски районӗ__ — 15 ача;

__Сӗнтӗрвӑрри районӗ__ — 14 ача;

__Вӑрмар районӗ__ — 11 ача;

__Канаш__ хули — 11 ача;

__Шупашкар__ хули — 10 ача;

__Хӗрлӗ Чутай районӗ__ — 6 ача;

__Элӗк районӗ__ — 4 ача;

__Елчӗк районӗ__ — 4 ача;

__Етӗрне__ хули — 3 ача;

__Ҫӗрпӳ районӗ__ — 3 ача;

__Етӗрне районӗ__ — 2 ача;

__Канаш районӗ__ — 2 ача;

__Ҫӗрпӳ__ хули — 2 ача;

__Куславкка районӗ__ — 2 ача;

__Улатӑр районӗ__ — 2 ача;

__Муркаш районӗ__ — 1 ача;

__Ҫӗмӗрле__ хули — 1 ача;

__Ҫӗмӗрле районӗ__ — 1 ача.

Пӗтӗмпе 11 районпа хула хутшӑнчӗ вӑйӑ-конкурса. __Тутар Республикин__ __Ҫӗпрел районӗнчи__ __Упи__ шкулӗнчен тата __Элкел районӗнчи__ Хусанкай шкулӗнчен пурӗ 4 ача хутшӑннине шута илсен, вӑйӑ-конкурс Раҫҫей шайӗнчех иртрӗ теме май пур. Вӑйӑ-конкурс пуласси ҫинчен Интернет-тетелте ҫеҫ пӗлтернине шута илсен (районсене ятарласа йыхрав хучӗ ярса паман) тупӑшу ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать.

Вӑйӑ-конкурс оргкомитечӗ 40 ачан ӗҫне тивӗҫлипе хакларӗ. 1-мӗш вырӑна 7 ача ҫӗнсе илме пултарчӗ, 2-мӗш вырӑна 14 ача тухрӗ, 3-мӗш вырӑна вара 18 ача йышӑнчӗ.

Электронлӑ дипломсемпе сертификатсене ҫывӑх вӑхӑтрах (вӗренӳ ҫулӗ пӗтиччен) ачасен электрон ещӗкӗсене ярса паратӑп. Чи маттур вӗрентекенсене район администрацийӗн Тав хучӗпе саламлӑпӑр.

Вӑйӑ-конкурса тепӗр ҫул та ирттерме шутлатпӑр. Ун ҫинчен маларах — 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнчех пӗлтерӗпӗр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи