Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Учитель ӗҫне шкулта ачасемпе ӗҫлесе курман ҫын ӑнланмасть. Айккинчен пӑхсан, ним йывӑрри те ҫук пек курӑнать. Ҫав ӗҫе пуҫӑнсан вара…

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче __чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн__ 4 курс студенчӗсем педпрактикӑран таврӑннӑ ятпа конференци иртрӗ. Ӑна Э.И. Родионова аслӑ преподавательпе Г.Н. Семенова профессор ертсе пычӗҫ. Шкулта вӗрентекен тивӗҫне пурнӑҫласа курнӑ студентсен шухӑш-кӑмӑлне, паллах, пӗлме питӗ интереслӗ.

Чи малтанах 50-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ студентсем — Юлия Витальевна Алексеевӑпа Татьяна Владимировна Капитонова — сӑмах илчӗҫ. Шкула пырса кӗрсенех питӗ хумханнине палӑртрӗҫ пулас вӗрентекенсем. Ачасене итлеттерме йывӑр пулнине те асӑнчӗҫ. Кайран хӑнӑхса ҫитсен вара ачасемпе ӗҫлеме питӗ кӑмӑллӑ иккен. Шкултан уйрӑлас та килменнине палӑртрӗҫ маттур студентсем.

Анастасия Анатольевна Медведевӑпа Алевтина Владимировна Матвеева __Шупашкарти__ 24-мӗш шкулта практика тухнӑ. Вӗсем те хӑйсен хавхалануллӑ туйӑмне пытармарӗҫ. Кашни класӑн хӑйне евӗрлӗхӗ пур иккен. Учителӗн ҫавна та туйса тӑмалла, хӑш класпа мӗнле ӗҫлемеллине палӑртса хумалла. Студентсем халӗ вӗрентес ӑслайӑн нумай вӑрттӑнлӑхне алла илнӗ ӗнтӗ.

Валентина Валерьевна Федоровӑна __Патӑрьел районӗнчи__ __Турхан__ шкулӗнче ачасем мӗн тери савӑнӑҫлӑн кӗтсе илнине сӑмахпа каласа та ҫитереес ҫук пуль. Учитель пулмах ҫуралнӑ тесе калас килет ӑна. Ачасемпе вӑл питӗ лайӑх уроксем ирттернӗ кӑна мар, шкул тулашӗнчи ӗҫсене те хӑйне май питӗ кӑсӑклӑ йӗркеленӗ. Халӗ хӑй те вӗренекенсемшӗн тунсӑхлать, ачисем те юратнӑ вӗрентекенӗ таврӑнасса шанса Интернет урлӑ ҫырусем шӑрҫалаҫҫӗ иккен.

Лариса Николаевна Петровӑн практики те асра юлмалла савӑнӑҫлӑ самантсемпе тулнӑ. __Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ __Ҫӗнӗ Атикасси__ шкулӗнче вӗрентекен тивӗҫне пурнӑҫласа курнӑскер халӗ пурнӑҫ ҫине те урӑхла пӑхма пуҫланӑ иккен. Ҫапла, шкулта унта пачах урӑх тӗнче-ҫке, ачалӑх тӗнчи. Учительсем вара ҫав тӗнчепе тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ.

__Елчӗк районӗнчи__ __Курнавӑш__ шкулӗнче пулнӑ Галина Владимировна Савастьяновӑна часах шкула чӑн-чӑн вӗрнетекен пулса килессе шанаҫҫӗ иккен.

Ытти студентсен те асра юлнӑ интереслӗ самантсем чылаях. Вӗсене итлесе преподавательсем савӑнса та тӗлӗнсе ларчӗҫ. Эльвира Ильинична студентсен педагогика практикин отчечӗсене те ырларӗ, тивӗҫлӗ паллӑпа хакларӗ. Студентсем хӑйсене валли кирлӗ пӗтӗмлетӳ турӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ака, 30

1909
115
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
110
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
95
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та