Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Мухтавлӑ ентешӗмӗр, паллӑ юрӑҫ, Чӑваш АССР халӑх, РСФСР тава тивӗҫлӗ Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Тӑван ҫӗршывӑн вунҫичӗ наградин кавалерӗ __Мефодий Иванович Денисов__ юрӑҫ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа __Кивĕ Чукалти|Кивӗ Чукалти__ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта асӑну мероприятийӗ пулса иртрӗ. Сӑмах май, вӑл шӑпах ҫак ялти шкулта 1936 ҫулта ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ.

Ирпе, уроксем пуҫланичченех, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем юрӑҫ хӑй сывӑ чухнех шкула парнеленӗ кассетӑсенчи юрӑсене итлерӗҫ. Тӑхтав вӑхӑтӗсенче ачасем шкулти историпе таврапӗлӳ музейӗнче пулчӗҫ. Ҫак музейра М. Денисов кӗтесӗ пур. Унта сцена ӑсти усӑ курнӑ тумтир, кӗнекесем, ун ҫинчен ҫырнӑ хаҫат-журнал, алҫырӑвӗсем, ытти хаклӑ документсемпе сӑнӳкерчӗксем упранаҫҫӗ. Шкулти ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсем юрӑҫа халалласа стенд йӗркеленӗ, унта ентешӗн пурнӑҫне аван ҫутатса панӑ. Стендпа юнашарах М.Денисовӑн ӑру йывӑҫҫине вырнаҫтарнӑ. Музейри калаҫӑва Анжелина Малеева таврапӗлӳҫӗ ертсе пычӗ.

Уроксем вӗҫленсен ҫамрӑк артистсем акт залӗнче концерт лартса пачӗҫ. Концерта ҫак шкулта музыка предметне вӗрентекен Татьяна Михайловна Малеевӑпа Галина Владимировна Карзанова вожатӑй ертсе пынипе хатӗрленӗ. Концерт вӑхӑтӗнче куракансем «Мефодий Иванович Денисовӑн асаилӗвӗсем» проектпа паллашрӗҫ. Проекта шкул вулавӑшӗнче ӗҫлекен Зоя Ивановна Кувайскаяпа Татьяна Михайловна Малеева хатӗрленӗ.

Юлашкинчен М.Денисов ҫуралнӑ ҫурт вырӑнӗнчи Асӑну хӑми умне чӗрӗ чечексем хутӑмӑр. Ҫак чечексене ятарласа шкулти социаллӑ педагог Ирина Малеева ӳстернӗ. Чечексене кайса хума Елена Малеева, Мария Чамеева, Михаил Кириллов ҫамрӑк юрӑҫсем тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 13

1961
64
Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2003
22
Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та