Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Республика шайӗнче иртекен «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи нумай вуланакан кӗнеке» ятпа иртекен конкурса хутшӑнса __Шелттем__ шкулӗнчи 1-5 классенче вӗренекенсемпе «Кӗнекесем — пирӗн ҫывӑх туссем» ятпа литературӑллӑ асамат кӗперӗ иртрӗ.

Ял вулавӑшӗн ертӳҫи Иванова Т.В. малтанах конкурс йӗрки-шывӗпе анлӑрах паллаштарчӗ. Ун хыҫҫӑн вулавӑша ҫӳрекен кӗнеке тусӗсем хӑйсене килӗшнӗ кӗнекесемпе хавхаланса паллаштарчӗҫ. Крючкова Оля __Юхма Мишши__ ҫырнӑ «Кашнине эп юрататӑп» кӗнеки хӑйне мӗншӗн килӗшни ҫинчен тата сӑввисене питӗ килӗштерни ҫинчен юратса каласа пачӗ. Пӗр сӑввине пӑхмасӑр вуларӗ тата кӗнеке ҫинчен ӑсталанӑ ӳкерчӗкпе паллаштарчӗ. Иванов Дима тата Филиппов Артем __Борис Борленăн|Борис Борленӑн__ «Зоопаркра» кӗнекине питӗ килӗштернӗ. Кашни ҫак кӗнеке ҫинчен питӗ кӑмӑллӑ калаҫрӗҫ. Юратнӑ сӑввисене пӑхмасӑр вуларӗҫ. Иккӗмӗш класра вӗренекен Семенова Ольга, Табакова Вика, Васильева Вероника «Урама чӗнет хӗвел» кӗнеке ҫинчен питӗ юратса каласа пачӗҫ. Сӑввисене пӗрин хыҫҫӑн теприне хавхаланса вуларӗҫ. Ку кӗнекене Людмила Симонова чӑннипех те ача-пӑча валли ятарласа кӑларнӑ. Пиллӗкӗмӗш класра вӗренекен кӗнеке тусӗсем те конкурса тӑратнӑ кӗнекесене кӑммӑлларӗҫ.

Акӑ, Ильина Диана __Николай Теветкелĕн|Николай Теветкелӗн__ «Пушӑ гильза» кӗнекине хумханса вуласа тухни ҫинчен каласа пачӗ. Кӗнекере автор 1941-1945-мӗш ҫулсенче пынӑ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ачасен нушаллӑ, тертлӗ пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Ачасем темле йывӑр пулсан та, ӗмӗте ҫухатман, тӳснӗ, аслисемпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫленӗ, Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Тӗп сӑнар кӗнекере — Али. Ашшӗ хыпарсӑр ҫухални ҫинчен хыпар килсен, вӑл ӗненмест. Кашни кун ашшӗ килессе кӗтсе, ирхине тӑватӑ сехете станцине ашшӗ поездпа килессе кӗтме ҫӳрет. Вӑл — ашшӗне кӗтсе илетех.

Иванова Алена, Моисеева Татьяна вара хӑйсем килӗштернӗ Галина Белгалисӑн «Сила Тава» тата __Лидия Сарине__ ҫырнӑ «Наян мулкач» кӗнекесемпе паллаштарчӗҫ. Уйрӑмах кӗнеке уявне пуҫтарӑннисене пиллӗкӗмӗш класара вӗренекенсем __Лидия Саринен__ «Наян мулкач» кӗнеки тӑрӑх «Симӗс ҫутӑ малалла» пьесине кӑтартса пани кӑмӑла кайрӗ. Ҫамрӑк артистсене хыттӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Уявра Сергеев Данил, Филиппов Николай, Федотов Василий хӑйсем ҫырнӑ пӗчӗк сӑввисенемпе паллаштарчӗҫ.

Уяв малалла пынӑ май кӗнеке тусӗсем «Тимлӗх» викторинӑра тата «Литературӑллӑ лото» вӑйӑра тупӑшрӗҫ. Чи тимлисем, хастаррисем парнесене тивӗҫрӗҫ. Вӗҫӗнче вулавӑш ертӳҫи ачасене кӗнекене юратма, унпа туслӑ пулма чӗнсе каларӗ. «Кӗнекепе яланах туслӑ пулӑр. Кӗнеке ыррине, лайӑххине кӑна вӗрентет, канаш, пулӑшу парать. Пӗр кун та кӗнекесӗр ан пурӑнӑр. Кӗнекесем — пирӗн чи ҫывӑх туссем», — терӗ вӑл уява вӗҫлесе. Чи пахи вара ҫакӑ пулчӗ — уявра паллаштарнӑ кӗнекесем пӗри те сӗтел ҫинче выртса юлмарӗҫ. Кӗнеке тусӗсем вӗсене васкасах киле вуласа паллашма илсе кайрӗҫ. Апла кӗнеке уявӗ пурне те килӗшрӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та