Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче __Çĕрпӳ тăрăхĕнчи|Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи__ «Ҫулҫӳревҫӗ» ушкӑн ҫамрӑксен черетлӗ «Йӗлтӗрпе Ҫурҫӗр полюсне ҫити» тӗлпулувӗнчен таврӑннӑ. Ку ӑмӑртӑва __Чăваш Ен|Чӑваш Ен__ ачисем 5-мӗш хут хутшӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.

Хальхинче ачасем Карелири ача-пӑча сипленмелли санаторире пулчӗҫ. Вӗсен хушшинче __Çĕрпӳри|Ҫӗрпӳри__ аслӑ классенче вӗренекен Андреева Ларисӑпа Щоглев Николай пулнӑ. Коля каласа панӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулҫӳревре 19 Раҫҫей ачи хутшӑннӑ, __Чăваш Енрен|Чӑваш Енрен__ — 5 ача. Хӑнӑхман ачашӑн ку ӑмӑрту пит йывӑр иккен. Ҫурӑм хыҫӑнче пӗр пӑт йывӑрӑш кутамккана йӑтса, ятарлӑ ҫунашкана туртса йӗлтӗрпе 100 ҫухрӑм таран утса тухма тивнӗ ҫамрӑксен. Самай йывӑрри, ачасем аса илнӗ тӑрӑх, пӑр ҫинчи сарлака ҫурӑксем. Кашни ҫурӑкӗ вуна метртан кая мар, тарӑнӑшӗ вара 3-4 ҫухрӑм (!) тет. «Ҫак чӑрмавсене эпир хамӑрпа пӗрле илнӗ вӗрсе хӑпартмалли кимӗпе усӑ курса ирте-ирте кайрӑмӑр», — теҫҫӗ хастар ачасем. Карелине ҫул тытиччен ачасем Мускавра пуҫтарӑннӑ, вӗсене Кремлӗн паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштарнӑ.

Юлашкинчен ачасем хӑйсен юратнӑ вӗрентекенӗ Владислав Алексеевич Исаев ҫинчен те нумай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ. Ҫак ларма-канма пӗлмен ҫын хӑй тавра яланах хастар ачасене пуҫтарать имӗш, Ҫурҫӗрти хитрелӗхпе паллаштарать, юратнӑ ӗҫне явӑҫтарать. Вӑл ертсе пыракан ушкӑн «Пилигрим» (чӑвашла «Ҫулҫӳревҫӗ») ятлӑ пулать, Чӑваш Енре унашкал ушкӑнсем хушшинче яланах малта пырать.

Кӑҫалхи ҫурхи кану кунӗсенче Николай Щоглев Семен Суховейпе пӗрле Сочи хулине каясшӑн — унта инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшакансен ӑмӑртӑвӗ иртмелле иккен.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 13

1961
64
Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2003
22
Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын