Пахалӑха тата тирпейлӗхе ача пӗчӗкрен хӑнӑхать. Хӗрӗх ҫула яхӑн ӗнтӗ пирӗн ҫӗршыв ачисем ӑшӑ та хӑтлӑ керменсенче ҫитӗнеҫҫӗ, ушкӑнра пурӑнма вӗренеҫҫӗ. Маларах ҫак ача пахчисем пӗр-пӗринчен нимӗнпе те уйӑрӑлса тӑман: пур ҫӗртре те пӗр стандарт. Анчах та хальхи вӑхӑтра, пасар йӗрки мала тухнӑ пирки, кашни хуҫалӑх хайне хитререх енӗпе кӑтартма тӑрӑшать. __Çĕнĕ Шупашкарти|Ҫӗнӗ Шупашкарти__ «Ремсервис» хуҫалӑх та хӑйӗн пуласлӑхне ятарласа ача-пача валли сӗтел-пукан кӑларас енӗпе ҫыхӑнтарать.
Иртнӗ уйӑхра кунта пӗр садик валли дивансем, шкафсем, сӗтел-пукан туса хатӗрленӗ, хак пама тӑратнӑ. Пӗтӗм япала — ятарласа ача-пача валли кӑна. Сӗтел-пукан пуҫтарнӑ чух маҫтӑрсем ача сывлӑхне малти шая лартнӑ: сӑрӑ тӗсне те, япала виҫине те, меллӗхне те. Хуҫалах ертӳҫи Васильева Лидия каланӑ тӑрӑх «Ремсервис» кӗске вӑхӑтрах ҫулталӑкра вун-вунпилӗк ача-пача керменне сӗтел-пуканпа тивӗҫтерме пултарать, вӑхӑтра систерӗрмелле кӑна. Анчахрах Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ ача пахчине ҫӗнетнӗ те ӗнтӗ вӗсем. «Сире мӗн кирлине маларах каласа хурӑр кӑна», — пӗлтерчӗ хуҫалӑх ертӳҫи.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |