Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Шупашкарта__ вырнаҫнӑ Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн спорт керменӗнче кире пуканӗ йӑтакансен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Ӑмӑртӑва пуҫарса яраканӗ — Патшалӑх канашӗн ертӳҫи, спорт ӑсти Юрий Попов пулать.

Йӑлана кӗнӗ тапӑҫӑва чӑваш яш-кӗрӗмӗ йышлӑ пуҫтарӑннӑ. «Шкул ҫулӗнчи ачасем нумай пулни савӑнтарать», — тенӗ Юрий Алексеевич ӑмӑртусене уҫнӑ май. Ҫӳлти вырӑнсенче кӑҫал та __Йĕпреç районĕ|йӗпреҫсем__ пулчӗҫ. Тӗслӗхрен, 8-мӗш класра вӗренекен Ольга Пашкова, 11-мӗш класри Андрей Кузьминпа Владимир Иванов иккӗшӗ те 1-мӗш вырӑнсем йышаннӑ, Алексей Алексеев вара 2-мӗшне хӑпарнӑ. Ку ачасем пурте __Пучинке__ шкулӗнчен иккен. Андрей Кузьмин ҫак кун 1-мӗш разрядлӑ пуканҫӑ пулчӗ. Анастасия Федорова, «чи ҫамрӑк пуканҫӑ» ята тивӗҫнӗскер те ҫак шкултах вӗренент иккен, 6-мӗш класа ҫӳрет. Маттур ҫамрӑксене Михаил Петров хатӗрлет имӗш. Ачасен вӗрентекенӗ те ӑмӑртӑва хутшӑнса хӑй ушкӑнӗнче мала тухма пултарнӑ.

Юрий Попов кашни ҫӗнтерӳҫе хӑй ятӗнчен асӑнмаллӑх парнесемпе хавхалантарчӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 13

1961
64
Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2003
22
Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем