Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.4 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Иртнӗ ҫулӑн раштав уйӑхӗнчи 15-22-мӗш кунӗсенче __И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ|И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ__ чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине кӑмӑллакан 10-11-мӗш класс ачисем валли «Сенкер инҫет» олимпиадӑн пӗрремӗш тапхӑрне ирттерчӗ. Тӗнче тетелӗн ҫыхӑнӑвӗпе усӑ курса Чӑваш Республикинчен тата кӳршӗллӗ регионтан пурӗ 113 вӗренекен хӑйсен пӗлӗвне кӑтартма пултарчӗ.

Олимпиадӑн пӗтӗмлетӳллӗ иккӗмӗш тапхӑрне хутшӑнма жюри ҫителӗклӗ балл пухма пултарнисене суйласа илчӗ:

• «Тӑван ен культурипе» — 25 баллран кая мар;

• «Чӑваш чӗлхипе литератури» (чӑваш шкулӗсем) — 35 баллран кая мар;

• «Чӑваш чӗлхипе литератури» (вырӑс шкулӗсем) — 40 баллран кая мар.

Пӗрремӗш тапхӑра ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ шкул ачисене эпир хӗрӳллӗн саламлатпӑр, ҫитес ӑмӑтура та ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

«Сенкер инҫет» олимпиадӑн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрӗ асӑннӑ университетӑн __чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче|чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче__ нарӑсӑн 21-мӗшӗнче иртет. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене регистрацилемелли вӑхӑт — 9.30-10.30. Олимпиада пуҫламӑшӗ — 10.30. Шкул ачисен хӑйсен ҫумӗнче ҫак документсем пулмалла:

1) Паспорт (вӑл пропуск шутланать);

2) Шкулта вӗреннине ӗнентерекен справка.

Адрес: Шупашкар, Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт, 4-мӗш хут. Пирӗн пата троллейбуспа (4, 12, 14, 21) е маршрут таксипе (32, 35, 49, 52, 61) «Университет» чарӑнӑва ҫитиччен килмелле. Хапӑл туса кӗтетпӗр!

Олимпиада ҫӗнтерӳҫисене жюри иккӗмӗш тапхӑр хыҫҫӑн палӑртать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 24

1937
87
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
82
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ