Шур тутӑрӑм пысӑк та, ҫуҫи ҫук,
Ҫыхас килмест-халӗ — мӗн тӑвас?
Хам ҫуралнӑ тӑван ҫӗршывран
Каяс килмест-халӗ — мӗн тӑвас?Атӑл шывӗ аслӑ, каҫми ҫук,
Епле каҫса, епле каям-ши?
Хам ҫуралнӑ тӑван ҫӗршывран
Епле тухса, епле каям-ши?
Кӗмӗл ҫӗрӗ сутӑҫ аллинче,
Ахах куҫли пекки хакли ҫук.
Эсир мана кирек мӗн калӑр,
Ҫуралнӑ ҫӗршывран хакли ҫук.
Чӑваш халӑх юрри.
АТӐЛҪИ ПӐЛХАРСТАНПӑлхарсем — аслӑ та чаплӑ халӑх... Авалхи ҫулҫӳревҫӗсем калани.
1Аслӑ та чаплӑ патшалӑх вӑл Атӑлҫи Пӑлхарстан. Ӑна пӗтӗм тӗнче пӗлет. Мӗншӗн тесен пӑлхар сутӑҫисем пӗтӗм тӗнче тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчене ҫӳремелли аслӑ ҫулсем пурте Атӑлҫи Пӑлхарстан ҫӗрӗпе иртеҫҫӗ. Иртен-ҫӳрен сутӑҫсем тата ҫулҫӳревҫӗсем кунта ытарайми чаплӑ пыл, сӑра, тем тӗрлӗ тутлӑ пулӑ, хаклӑ йышши тирсем, ҫарҫыннисем валли кӳпе-сапар, ҫирӗп кӑрал туянаҫҫӗ. Атӑлҫи Пӑлхарстанра тем тӗрлӗ чаплӑ хула пур, вӗсенче пӗтӗм тӗнче пӗлекен юмӑҫсемпе пӳлевсем, ӑсчахсемпе ҫӑлтӑрҫӑсем, юраҫсемпе кӗслеҫӗсем, чапа тухнӑ паттӑрсем пурӑнаҫҫӗ. Атӑлҫи Пӑлхарстанра тата пӗтӗм тӗнчипе чапа тухнӑ мунчасем, шкулсем тата караван-сарайсем пур.
Пӑлхар халӑхӗ — ӗҫчен халӑх. Питӗ ӗҫчен пулнипех ӗнтӗ пӑлхарсем вӗсем тырпул акса тӑваҫҫӗ, тем тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗх кӗтӗвӗсем усраҫҫӗ, аслӑ шывсем тӑрӑх кимӗсемпе ҫӳресе пулӑ тытаҫҫӗ, пыл-хурт ӗрчетсе пуйса-чаплӑлансах пыраҫҫӗ.
Ытарайми хитре те пуян вырӑнта сарӑлса выртать пӑлхарсен аслӑ патшалӑхӗ Атӑлҫи Пӑлхарстан. Пилӗк аслӑ шыв кӗрлесе юхать вӗсен ҫӗрӗпе — Аслӑ Атӑл, Чулман Атӑл, Нухрат Атӑл, Шуратӑл тата Хура Атӑл, кусем пурте ҫӗршыв варрипе иртеҫҫӗ, мальенче вара — Ейӗк юханшывӗ. Вӗсен хушшинче тата тем тӗрлӗ пӗчӗкрех юханшывсем те тем чухлӗ — Ирхис, Самар, Кинел, Сук, Ҫарӑмсан. Кусем пурте Аслӑ Атӑла кӗреҫҫӗ. Шуҫӑмпа Сай тата Ахпа Тим — Чулман Атӑла, Сакмарпа Салмӑш — Ейӗке...
Виҫӗ тӗслӗ ҫӗршыв кӗрет ку патшалӑха. Чӑн кӑнтӑрта — пушхирсемпе ҫара уйсем, варринче — ҫеҫенхирсем, ҫурҫӗререх вара вӑрманлӑхсемпе пуян уйсем, улӑхсемпе сӑртлӑ-туллӑ ҫӗрсем. Чӑнах та, питӗ пуян ҫӗршыв ҫав ӗнтӗ ку. Тем тӗрлӗ йывӑҫ та ӳсет кунта: хыр, юман, ҫӑка, чӑрӑш, вӗрене, хурама, йӗлме, кавӑрҫ, ҫирӗк, хурӑн, йӑмра, хӑва; тем тӗрлӗ тутлӑ ҫимӗҫ кӳрекен шӗшкӗсем, улмуҫҫисем, пилешсем, палансем, армутсем, пӗтнӗксем, кӗтмелсем, чиесем... Ҫакӑн пек пуян ҫӗршывра тата тем тӗрлӗ чӗрчун та пурӑнать. Вӗсен хушшинче — питӗ паха тирлӗ йӑпарсем те, ӑтӑрсем те, пӗренехӳресем те, сӑсарсем те, хӑнтӑрсем те, юссем те, пакшасем те, мӑнтӑр ашлӑ капансем те, пӑшисем те, уйлашисем те. Кунтах вара тем тӗрлӗ вӗҫенкайӑк та пурӑнать — пӑчӑрсем, кӑвакалсем, акӑшсем, ӑсансем, карӑксем. Кашни утӑмрах — пылхурчӗсен вӗллисем. Юханшывсенче те тӗрлӗ пулӑ туп-тулли ишсе ҫӳрет: ҫуйӑн, шурпулӑ, ҫӑрттан, ҫӗкӗ, шӑла, ҫупах, ҫавран, шампа, парттас, хӗҫпулӑ, хурапулӑ, ӑрхам тата ытти те.
2Ҫак ытарайми хитре те хӑтлӑ вырӑна пӑлхарсем пилӗк ӗмӗр каярах куҫса килме тытӑннӑ. Вӗсене кунта ертсе килекенӗ пӗтӗм тӗнчипе чапа тухнӑ Купрат патша ывӑлӗ Кӑтра-паттӑр пулнӑ. Вӑл ертсе пынипех вӗсем хӑйсен чи малтанхи шӗкӗр хулине никӗсленӗ, ӑна Пӑлхар тесе ят панӑ... Ҫапла пуҫланса кайнӑ ку ҫӗр ҫинче Атӑлҫи Пӑлхарстан патшалӑхӗ. Хура тӑпраллӑ тухӑҫлӑ ҫӗр ҫинче пӑлхарсем тырпул акса тунӑ, пыл пуҫтарнӑ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ... Хӑйсемпе пӗрле вӗсем ку тӑрӑха хула тӑвас ӑсталӑха, кӑнтӑрти халӑхсен пӗтӗм тӗнчене сарӑлнӑ, аталанма пулӑшакан культурине илсе килнӗ. Пӑлхарсем вырӑнти пысӑк мар йӑхсемпе вӑрҫӑ вӑрҫман, вӗсемпе килӗштерме тӑрӑшнӑ. Ку вӑл питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Пӑлхарсем ҫак вырӑнти йӑхсем пулӑшнипе питӗ меллӗ вырӑнсенче ҫӗне хуласем лартнӑ, вӗсен йӗри-тавра питӗ ҫирӗп хӳмесем тытса ҫавӑрнӑ.
Весем питӗ чаплӑ керменсем тунӑ. Хӑйсен керменӗсене вӗри шыва тӑмран тунӑ пӑрӑхсем тӑрӑх ярса ӑшӑтнӑ. Ҫӳлле тусем ҫинчен керменсемпе ытти ҫуртсене тӑмран тунӑ пӑрӑхсем тӑрӑхах таса шыв юхтарнӑ. Мунчасем, вӗренӳ ҫурчӗсем уҫнӑ. Суту-илӳ, алӑсти ӗҫне аталантарнӑ, тӗрлӗ тырпул туса илме вӗреннӗ. Сунара ҫӳренӗ, пулӑ тытнӑ. Ҫапла пурӑнса ламран лама вӗсем пуянлансах, вӑйлӑлансах пынӑ.
Купрат-патшан йӑхӗ-шывӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ, Кӑтра-паттӑр астулне вӗсем ламран лама парса йӗркеллех тытса пынӑ: Ирхан, Тукки, Айтар, Шилкка, Мумин-паттӑр, Алмас, Палук-хан, Атам, Шамкун Шам-Сани, Отек, Челпир, Мир-Каҫи, Ылттӑнпик...
Алмас патшана лариччен пӑлхарсем пурте хӑйсен авалхи тӗнне тытса, Ҫӳлти турра Танкӑра тата унӑн ывӑлне Киремете пуҫҫапса пурӑнатчӗҫ. Алмас патша вара пӑлхарсен пурнӑҫ йӗркине улӑштарма тытӑнчӗ, Багдат халифӗ патне элчӗсем ярса, унтан ислам тӗнне лайӑх пӗлекенсем илсе килтерттерчӗ те мечетсем тутарма тытӑнчӗ. Ҫакантан пуҫласа Атӑлҫи Пӑлхарстанра арабсен тӗнӗ пуҫ пулма тытӑнчӗ. Малтанласа вӑл авалхи пӑлхар тӗнне самаях хӗсрӗ. Кайран ҫапах икӗ тӗне тытса пыракансем пӗр чӗлхе тупрӗҫ, килӗшӳллӗ пурӑнма тытӑнчӗҫ. Анчах тата каярахпа вырӑссем патӗнчен Атӑлҫи Пӑлхарстана христианство тӗнӗн сӗмӗ те киле пуҫларӗ. Ку вӑл Атам патша хӗрӗ Пӑлхарпи Улатимӗр-Суздаль ҫӗрне тытса тӑракан Юрий кнеҫ ывӑлне Андрее качча тухна хыҫҫӑн уйрӑмах вӑйлӑланчӗ.
Ҫакӑ, Атӑлҫи Пӑлхарстан патшипе Атӑлҫи Вырӑсстан патшалӑхне тытса тӑракансем тӑванлашни, ҫав вӑхӑтшӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулчӗ. Юрий кнеҫ те, Атам патша та ҫапла тӑванлашса икӗ халӑх хушшинчи туслӑха ӳстересшӗн, ҫирӗплетесшӗн тӑрӑшнӑ.
Ун чухпе пӗтӗм тӗнчипе пӑлхар пикисем пирки ырӑ хыпар сарӑлатчӗ, вӗсене пурте мухтатчӗҫ, юрӑсем те юрлатчӗҫ вӗсем ҫинчен. Вӗсенчен пӗри уйрӑмах пӗтӗм тӗнчипе паллӑ юрӑччӗ.
Пӑлхар пикин куҫхаршийе —
Ухӑ пекечи,
Вӑл пӑхни —
Ҫӗмренне амантни...
Чӑнах-та, питӗ чипер ҫав пӑлхар пикисем. Вӗсене качча илес тесе, кам-кам кӑна пӑлхарсем патне хӑтана ямасть пулӗ. Уйрӑмах вырӑс кнеҫӗсем килсе ҫӳреҫҫӗ, уйӑхӗ-уйӑхӗпе хӑйсен ямахачӗсемпе, хӗр-пике шыраса, пӑлхар хулисенче пурӑнаҫҫӗ. Ҫавна маях ӗнтӗ кунта христианство сӗмӗ ӳсрӗ. Ку вара ислам тӗнӗпе пурӑнакансене килӗшмерӗ, хирӗҫме тытӑнчӗҫ вӗсем. Юрать-ха, пӑлхарсен патшисем ӑслӑ пулчӗҫ, весем кашни тӗн ҫыннисене валли кирлӗ пек йала-йӗрке тума тӑрӑшрӗҫ.
Ҫапах та патшалӑхри чи ӑслӑ ҫынсене пӑлхарсем тӗрлӗ тӗнпе пурӑнни кулянтаратчӗ. Ара, пӗр тӗрлӗ тӗнпе пурӑнакансем кӑна пулсан ҫӗршыв тытӑмӗ те ҫирӗпленет, халӑх та вӑйлӑланать. Ҫавна шута хурса ӗнтӗ пӑлхарсене валли хӑйсен пӗр-пӗтӗмле тӗнне тума тӑрӑшакансем те пулчӗҫ. Вӗсенчен чи палли — Валем-хуҫа.
Валем-хуҫа пуян ҫын, питӗ ӑста апӑс тата пӳлев пулнӑ. Вӑл ҫынсене сыватма та, ҫӑлтӑрсем епле куҫнине сӑнаса ҫутҫанталӑк мӗнле пулассине калама та питӗ лайӑх пӗлнӗ. Вӑл пуринпе те туслӑ пурӑнма, пурне те пулӑшма тӑрӑшнӑ. Анчах ӑна ҫав пӑлхарсем тӗрлӗ тӗнпе, тӗрлӗ йӑла-йӗркепе пурӑнни питӗ кулянтарнӑ. Вара вӑл ҫак авалхи пӑлхар тӗнӗпе ислам тӗнне тата христианство тӗнне пӗрлештерсе, вӗсен чи лайӑх енӗсене илсе, ҫӗршыври халӑх валли килӗшӳллӗ тӗн йӗрки тума тытӑннӑ. Ун ҫулӗпе каякансем самаях пулнӑ. Валем-хуҫана вӗсем пӳлев тесе хисеплеме тытӑннӑ. Валем-хуҫа вӗрентнинче ислам тӗнӗ никӗсленсе тӑнӑ. Ҫапах та Валем-хуҫа унта питӗ нумай ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Акӑ, ислам тӗнӗпе пурӑнакансем Аллахпа пӗрле Мехмет пӳлеве хӑйне ҫеҫ хисеплеҫҫӗ, ун амӑшне чыслама пӗлмеҫҫӗ. Валем-хуҫа пуҫарса янӑ тӗн тытӑмӗнче вара ҫӗнӗ пӳлевпе пӗрле унӑн амӑшне те пуҫҫапмалла тунӑ. Ку вӑл христиансен тӗнӗнчен илнӗ пулӑм. Ара, христиансем Иисуспа пӗрле ун амӑшне, Таса хӗр Марийӑна та пуҫҫапаҫҫӗ-ҫке-ха. Валем-хуҫа вӗрентӗвӗнче ҫакӑн пекех авалхи пӑлхарсен тӗнӗнчен илнӗ пулӑмсем те самаях пулнӑ. Шел, питӗ шел, хӑй пуҫланӑ питӗ пысӑк ӗҫе вӗҫне ҫитереймен Валем-хуҫа, ҫӗре кӗмелле пулса тухнӑ. Пӑлхарсем вара ӑна Пӳлер хули ҫумӗнчи ҫӳллӗ ту ҫине пытарнӑ. Ҫавӑнтанпа вара ҫак вырӑна Таса ту е Сӑваплӑ ту тесе хисеплеме тытӑннӑ. Унтах вара пӑлхарсен патшисене тата ҫӗршыври чи хисеплӗ ҫынсене пытарма тытӑннӑ. Челпир патша вилсен ӑна та, пӗтӗм халӑх чыс туса, ҫавӑнтах пытарчӗ...
Валем-хуҫана пӑлхарсем паян куна ҫитсе те манмаҫҫӗ, ӑна пуҫҫапаҫҫӗ, ӑна хисеплесе чӳк те ирттереҫҫӗ.