Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче ваттисен кунӗнче Ҫӗнӗ Упи ялӗнче Хӑят (ӗлӗкхи чӑваш тӗнӗпе ҫыхӑннӑ уяв) иртрӗ. Хӑят пӑттине ҫӗнӗуписем иккӗмӗш хут пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫак йӑлана ҫӗнӗрен чӗртсе яма шухӑшланӑ ҫынсем — Упи ял тарӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ярухин тата ҫав ялта ҫуралса паян Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан хастар таврапӗлӳҫӗ Владимир Ярухин.
Владимир Егорович чӗннипе эпир, унпа пӗр шухӑшлӑ ҫынсем, Чӗмпӗртен, Ҫӗпрел район чӑвашӗсем уявсене еплерех паллӑ тунине курма кайрӑмӑр. Кӑнтӑр иртсе виҫӗ сехетелле Ҫӗнӗ Упине ҫитрӗмӗр. Мӗнпур ял халӑхӗ, шур сухаллӑ мучисемпе, ҫӳҫӗсене кӗл тӗсӗ ҫапнӑ кинемисем, арсемпе херарӑмсем, ҫамрӑксем, ача-пӑча, Ҫӗнӗ Упи ял шкул картишне пуханнӑ — кивӗ шкулпа сывпуллашма.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |