Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем


Шупашкарта

  2016-08-27 23:38:17 | 845 хут пӑхнӑ

Ӗнер кӑна хура асфальт сӗрсе хурсаччӗ,

Паян вара йӑлт путӑкланнӑ ҫулӗсем!

"Ку - Шупашкар!-тесе пӗлтерчӗ шухӑ каччӑ. -

Кунта тӑрать вӗт пӗтӗм пурнӑҫ кисренсе!"

 

Сике-сике пырать тултармӑш-сар автобус,

Сасартӑк такӑнать, путать кӳлленчӗкре...

"Ниме тӑман инкек вӗҫӗ-хӗррисӗр космос

Шайӗпеле илсен... Хули епле хитре!"

 

Кӗреҫине йӑтса уттарчӗ шухӑ каччӑ

Ҫӗр пинмӗш лакӑма васкавлӑн саплама...

.................... ******

Чӑн, Шупашкар чипер! (ҫулсем кӑна ан ванччӑр!)

Ҫапах та чун туртать сукмаклӑ ялӑма...

 

Ӑҫта ман Турӑ?

  2016-06-28 19:50:14 | 923 хут пӑхнӑ

- Гугл, гугл, ӑҫта ман Турӑ?

 

Ҫӳл тӳпере пӗлӗтсем ӑшӗнче?

Хӗрлӗ ӗнен туп-тулли ҫиллинче?

Ылтӑн тухъяллӑ таса чиркӳре?

Вӗҫӗ-хӗррисӗр Хура тинӗсре?

Пиллӗкпе ултӑ сехет хушшинче?

Ватӑ салтакӑн курки тӗпӗнче?

Техӗмлӗ шӑршлӑ пылак ҫеҫкере?

Виҫҫӗмӗш кун пыракан ӗҫкӗре?

Вӑрӑ хӑварнӑ пӳрне йӗрринче?

Чиндыков Борьӑн «Ҫатан картинче?

Вут хыпса илнӗ пӗр йывӑҫ ҫуртра?

Сӗр! сӗрлекен-ӗҫлекен Думӑра?

Сӑрт тӑрринче? Тен, сӑпса йӑвинче?

Шӗвӗр кӗлеллӗ пушмак айӗнче?

Малалла...

 

Ку хуларан

  2016-06-13 14:23:37 | 762 хут пӑхнӑ

Ку хуларан тухса тарнӑ халӑх...

Ҫил шӑхӑрса талпӑнать кантӑкран...

Тунсӑхласа чӗриклетрӗ алӑк...

Пуш кафере янӑрать "Ҫиларман"...

 

Ав, тӳремре тӳнсе кайнӑ палӑк -

Паллӑ чӑваш Иванов Кӗҫтенттин!

Тепӗр тесен камшӑнах-ши паллӑ

Халӑхӗ ҫуккӑ чухне? Вырттӑрин!

 

Ку хуларан тухса тарнӑ халӑх,

Урӑх, ют халӑх варне вырнаҫса

Ӳсӗрпеле вӑл юрларӗ талӑк,

Ӗмӗр ирттерччӗ чӗр юнлӑ хӑсса...

 

Кӗпе

  2016-04-21 20:30:10 | 816 хут пӑхнӑ

Ан тӗкӗн! Ан чӗн! Ан ҫулӑх!

Чӗрем ыратать иртенпе.

Паян пырса ҫапрӗ хуйхӑ:

Ӗҫтешӗн ман евӗр кӗпе!

 

Ман евӗр кӗпе ӗҫтешӗн!!!

Пулать вӗт ҫапла, хӑямат!

Эп ҫак кӗпене илмешкӗн

Виҫ уйӑх ҫимерӗм апат!

 

Виҫ уйӑх укҫа пуҫтартӑм

Ӗҫре курӑнмашкӑн япшар!..

***

Кӗпеллӗ хитре хӗрарӑм

Ыран тӑхӑнать шӑлавар...(((

 

Шкул вӑхӑтне аса илсе

  2016-03-17 22:05:17 | 966 хут пӑхнӑ

Алра дневник тытса ларатӑп,

Аса илсе шкул вӑхӑтне.

Тетрадьсем уҫса пӑхатӑп,

Епле эп хам вӗреннине.

 

Вун ҫул та иртрӗ унтанпа,

Ҫавах асра ҫав самантсем.

Утаттӑм аслӑ урампа,

Кӗтеҫҫӗ-ҫке учительсем.

 

Тӑхӑрвун тваттӑмӗщ ҫулта

Лартӑм парта хушшине.

Ӑс-тӑн пуҫтартӑм эп шкулта-

Ҫырма вӗрентрӗҫ хут ҫине.

 

Калас килет тав сӑмахне ,

Манӑн сире учительсем.

Ал парӑттаӑ кашнине

Тунӑшӑн пиртен ҫынсем.

 

Манаймӑп эпӗ нихӑҫан та

Пӗрремӗш класс ертӳҫине.

Пулнӑ Аркадьевна Анна,

Маншӑн иккӗмӗш анне.

Малалла...

 

Шапашкӑра

  2016-03-17 21:50:51 | 838 хут пӑхнӑ

Саратовра!

 

Сентябрьте Саратовра

Ӗҫлерӗмӗр ,,шапашкӑра",

Тимлерӗмӗр НПЗра

Шутра тӑрса ,,Промфинстройра".

 

Асран каймасть нихҫан та Чарли,

Кун ҫулӗ ун асаплӑ тертлӗ.

Халап ҫапать вӑл пӗр сехет,

Самахӗ ун чуна тивет.

 

,,ТБ" кунта хаяр. кӑра,

Ӗҫлен ҫаплах хӑра-хӑра.

Мӗн пур ыйту ҫине хурав:

,,Йӗркене пӑсрӑн - тӳлӗн штраф".

 

Пӗр виҫе кун вӗртерчӗҫ ,.трубка",

Мухмӑрлине шырарӗҫ - ҫукка...

,,Проходнойра" ыйтаҫҫӗ пропуск,

Ӗс пуҫламашкӑн кирлӗ допуск.

 

Пуҫлатӑн ҫеҫ ҫӑрма раствор

Ӗҫе чарать ,,Гостехнадзор".

Малалла...

 

Вӑрланӑ ӗҫ усӑ парать-и?

  2016-03-15 10:07:07 | 2014 хут пӑхнӑ

Ӗнер манпа Сергей Стекольщиков ҫыхӑнчӗ — пирӗн вулавӑшра вырнаҫнӑ пӗр хӗрача ҫырнӑ «Илленушкӑнь» сӑвӑн авторӗ унӑн ашшӗ иккен. Пӑхса илнӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: Анастасия Фёдорова ячӗпе ку сӑвӑ пирӗн пата 2009 ҫулта иртнӗ «Халап хапха тӑрринче...» литература конкурсне ҫитнӗ; сӑвӑ айӗнче ӑнлантарса пани те пур, «Cӑвва Стекольщиков Владимир Ильич (1958 ҫулта ҫуралнӑ) каласа панӑ халап тӑрӑх ҫырнӑ» тесе каланӑ. Ку Сергей, хайхи унӑн ывӑлӗ пулать иккен, вӑл каланӑ тӑрӑх ашшӗ ҫав сӑвва хӑйне валли 2002 ҫулта ҫырнӑ.

Малалла...

 

Ҫывхарса килекен уяв ячӗпе!!!

  2016-03-03 19:20:07 | 1145 хут пӑхнӑ

Паян эп кухньӑна ура ярса пусмастӑп

Йӗрсен те выҫӑпа аптранӑ упӑшка!

Кӗпе-йӗмне ҫума пур амӑшӗ. Тархасшӑн!

Пур кӳршӗ Пӑлаки пӗр каҫлӑх ҫывӑрма.

 

Чуралӑх сӑнчӑрне пӗр куншӑн та татсассӑн

Мӗнле пысӑк телей кашни хӗрарӑма!

***

Ҫурхи хӗвел ҫиҫет йӑл-йӑл кулса, хаваслӑн

Уяв ячӗпеле васкать саламлама!!!

 

шухӑшсем

  2016-03-03 02:59:55 | 907 хут пӑхнӑ

 

чӳречерен пӑхса ларатӑп

инҫетри пӗр ҫутӑна.

сан пирки ялан шутлатӑп,

ыраттаратӑн чунӑма.

 

ташӑ каҫӗнчче паллашрӑм

темшӗн санпалла ун чух.

ташлама кӑна кӑлартӑм-

илемлӗ юрӑччӗ ун чух.

 

лекрӗм санӑн тыткӑна

илтсессӗн ҫепӗҫ сассуна.

курсассӑн санӑн кулӑна

эпӗ ҫухатрӑм пуҫӑма..

 

тинӗс евӗрех путарчӗҫ

санӑн хитре куҫусем.

ухмаха мана кӑларчӗҫ

санӑн ҫемҫе тутусем.

 

ҫав каҫ тухмасть халь асӑмран

ҫӗр шухӑш манӑн пуҫӑмра

,,мӗн пулчӗ ши?- ыйтап хамран

канлӗх ук халь чунӑмра.

Малалла...

 

Юбилейпа саламласа

  2016-02-09 02:25:01 | 960 хут пӑхнӑ

Салам сӑмахӗ ман каласчӗ

Сире анне сума суса.

Ҫӗр ҫулччен ҫапла пурӑнасчӗ

Ачасемшӗн савӑнса.

 

Ҫирӗп сывлӑхпа телейӗ

Ан кайтӑр сиртен нихӑҫан.

Пӑхать сиршӗн сар хӗвелӗ,

Вӑй-хал ан пӗттӗр нихӑҫан.

 

Ҫур ӗмӗр ҫитрӗ – юбилей,

Пурнӑҫ тунӑ ҫав телей.

Пӑхса ӳстернӗ виҫ ача-

Ик ывӑлпа хӗр ача.

 

Ӳссе ҫитсессӗн ачасем

Саланнӑ мӑшӑрсем тупса.

Пуласран килте кичем

Илнӗ тепӗр ик ача.

 

Роман пиччепе Вальаппа

Ӳстернӗ хӑйсем улт ача.

Пиль панӑ пурнӑҫне тума

Сире Леонид Николаичпа.

Малалла...

 
Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5
Orphus

Радио (24.04.2017)

23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

2 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2017 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Ака, 24

1937
80
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
75
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...
Эпир Facebook-ра 1100+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org