Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Анатолий Ырьят ӗмӗрлӗхех пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ (некролог)

  23.03.2021 23:49 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 4770 хут пӑхнӑ

Мартӑн 19-мӗшӗнче 72 ҫула кайса пиртен Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи паллӑ журналист, поэт, прозаик Анатолий Григорьевич Дмитриев (Анатоли Ырьят) шалкӑм ҫапнине пула ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ.

Вӑл Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккассинче 1949 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1966 ҫулта Элшел шкулӗнчен вӑтам пӗлӳ илсе тухнӑ. Вунӑ ҫул шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1996 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ. 1990 ҫултан тытӑнса 2015 ҫулччен Чӗмпӗрти «Канаш» ятлӑ чӑваш хаҫатӗнче вӑй хунӑ, тӗрлӗ должность йышӑннӑ, редактор ҫумӗ те пулнӑ.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 19

1878
146
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
109
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
37
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
33
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...