Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

2018-2024 ҫулсенче пире мӗнле президент кирлӗ?

  11.01.2018 17:14 | 10631 хут пӑхнӑ

Ку статьяна каярах ҫырасшӑнччӗ, анчах та Анатолий Кипечӗн ҫырӑвӗ хыҫҫӑн халех калӑплас терӗм. «2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнче кам суйланӗ?» тесен пурте тенӗ пекех пӗр харӑс пӗр ята кӑна асӑнма пултарӗҫ. Ав, пирӗн шурсухал Анатолий Кипеч те (комментари ҫыракан пӗр сайтҫӑ ӑна вырӑс тесе каларӗ пулин те пирӗн ку тӗлӗшпе пысӑк иккеленӳ пур — эпир пӗлнӗ тӑрӑх Анатолий Ильич Канаш тӑрӑхӗнче чӑваш кил-йышӗнче ҫуралнӑ), ав, Владимир Путин пирки ҫырать.

Малалла...

 

Ҫӳҫ касаҫҫӗ

  27.10.2017 12:46 | 6218 хут пӑхнӑ

Ҫӳҫ касни.

Ҫакӑн пек каларӑш пур: Мускавран ҫӳҫ касма хушсан, Шупашкарта пуҫ каснӑ, тет.

Чӑннипе мана хама ку каларӑш пит килӗшсех те каймасть.

Анчах та акӑ В.В.Путин Йошкар-Ола хулинче мӗн каланине тӑнларӑмӑр.

Унӑн сӑмахӗсем:

Заставлять человека учить язык, который для него родным не является, так же недопустимо,

 

<Куҫару: Ҫынна тӑван мар чӗлхене ирӗксӗр вӗрентме ҫавӑн пекех юрамасть.

Малалла...

 

ЧНК Президенчӗ пулма шут тытакансене те шыва чӑмтармалла мар-ши?

  10.10.2017 14:13 | 6259 хут пӑхнӑ

vodopad_serebrjanyj_kaskad

Кӗҫех Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ иртмелле. Кӑҫал ӑна йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитет те ҫак чаплӑ уява ирттерме тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Хӗрӳленсе ӗҫлеҫҫӗ.

Аслӑ пухура ЧНК Президентне суйламалла. 28-мӗшччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ пулин те мӗнле кандидатсем пурри пирки халӗ те паллӑ мар-ха. Те Угасловах хӑвараҫҫӗ, те Валерий Клементьева пӗр картлашка ҫӳлерех хӑпарма сӗнӗҫ. Паллӑ мар. Мӗнех, ку вӑл вӗсен шалти ӗҫӗ. Ахаль халӑхран тахҫанах ыйтма пӑрахнӑ та, хура халӑха ку ыйту пӑшӑрхантармасть.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 19

1878
146
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
109
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
37
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
33
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...