Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Владимир Болгарский: Чӑвашӑн тӑлӑх йӑвӑҫне — тӑвӑл хуҫать. Е тепӗр хут Мускаври чӑвашсен автономийӗ пирки

Владимир Болгарский23.03.2017 08:241175 хут пӑхнӑ

Тӑлӑх пурнӑҫ чӑвашсемшен ырӑ пурнӑҫах мар. Тӑлӑх йӑвӑҫа тӑвӑл та хуҫать -тенӗ чӑвашсем. Мана темшӗн чӑваш халӑхӗн культури, историйӗсер тӑлӑххӑн аталанма хӑтланса, тӑлӑх пурнӑҫпа пурӑннине аса илтерет. Ара мӗншӗн тесен халӑх культури, халӑх историйӗсӗр аталанма пултараймасть. Культура пӗччен аталаннӑ чух, тӑлӑха юлнӑ хӗрарӑм пекех вӗт. Нимле хӳтлех те ҫук, ку хӗрарӑма.

Темҫе кун каялла, тӗнче тетелӗнче Тутарстан пирки хыпар курнӑччӗ. Тутарстан 2016-2019 ҫулсенче, Ылтӑн Урта – уйрӑммӑн патшалӑх пулни 750 ҫул- тесе уҫҫӑн палӑртма тытӑнассине пӗлтернӗ. Ҫук эпӗ йӑнӑшмарӑм, 2016 ҫула кӑтартса. Чӑннипех те Урта патшалӑхӗ 1266 ҫулта йӗркеленнӗ. Анчах та, тем чӑрмантарнӑ Тутарстана 2015 ҫулсенчех, ку хыпара пӗлтерме? Малтанах кӑшт шикленнӗ-ши?

Ара мӗнрен шикленмелле вӗсен, вӗсем тӑлӑхсем мар, хӑйсен историне манмаҫҫӗ. Каланӑ вӗт тутар халӑхне чӑмӑртаса пуҫтаракан, тӗнчене ҫӗнсе илнӗ Чӑнкӑҫхан(Темучин) ҫапла сӑмахсене, - «ӗҫ тӑватӑн - ан хӑра, хӑратӑн – ан тытӑн», - тесе! Ҫав сӑмахсене аса илнех Тутарстанра. Вара тинех хӑйсен планӗсене палӑртса, уява уҫҫӑмӑн уявлама шутлани паллӑ.

Пирӗн вара пач урӑхларах – ши? Мӗнрен хӑратпӑр-ши, хӑҫан хӑрама пӑрахатпӑр-ши? Чӑваш культурине аталантарнӑ ҫӗре те, Республикине ертсе пырас ҫӗре те, регионсенчи автономисене ертсе пырас ҫӗре те, - хӑравҫӑсем пӗтем влаҫа ярса илнӗ. Хӑйсем питӗ хӑраҫҫӗ, тата ыттисене питӗ хӑрама вӗрентсе лараҫҫӗ. Влаҫра ларакансем хӑрани, пурне те сисӗнет, куҫран куранать, туйӑнать. Калӑпӑр, пӗр-пӗр пуху пырать, хуть чӑваш халӑx пухӑвē тейӗпӗр - хӑрани кӑна чӗтренсе ларать пухура. Пӗр-пӗр тахҫан влаҫра ӗҫленӗ ҫынна кӑларса лартаҫҫӗ те, пуху ирттерме, пулчӗ те, пӗр хӑюллӑрах ҫын та вӑл ертӳҫӗрен сӑмах илейместь. Ара вӑл ҫынни ӗмӗрӗпех хӑраса пурӑннӑ вӗт! Хӑй чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшман та унчухне, халӗ вара тӑрӑшать, -хӑраса кӑна. Вӑл ҫын ӗнтӗ чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшма мар, хӑрама кӑна вӗрентет, пуху ҫыннисене, тата ҫамрӑксене пусса пыма, такӑнтарма. Мӗншӗн тесен ҫамрӑксем хӑрамаҫҫӗ, Ҫавӑнпа та сӑмах памалла мар – тесе лараҫҫӗ хӑш-пӗр ватӑсем пухусенче.

Акӑ мускаври чӑвашсенех илер. Пӗр хӑравҫӑрах, ни вырӑс – ни чӑваш кӗрсе ларнӑ та чӑвашсен автономине, 20 ҫул хушши хӑраса, чӗтресе ларать, 76 ҫула ҫитнӗ Григорьев А.И., текенскер. Малтан автономине ҫамрӑксене кӗртмесӗр хӑраса ларатчӗ. Кайран автономине 2013 ҫулхи, ҫу уйӑхӗн 29 мӗшӗнче суд урлӑ хупнӑ хыҫҫӑн, нумайӑшӗ ан пӗлччӗр – тесе хӑраса ларнӑ. Халӗ ӗнтӗ мӗнрен хӑрать – ши? Мускаври Останкинскӑй район сучӗ автономийе ӗҫлемелле мар тунӑ пулсан та, ку Григорьев ҫаплипех вӑрттӑнтарах, автономи ячӗпе «мухтав хучӗсем» ҫине пичет лартса, чӑвашсене тыттарнӑран –ши? Ара суд, -ӗҫлемелле мар – тесе йышӑну кӑларнӑ хыҫҫӑн нимле пичет те лартма юрамасть вӗт, концертсемшӗн те нимле билет та 400 тенкӗпе сутма юрамасть! Автономипе регистрациллемесӗр ӗслетпӗр – тесе кӑшкӑрма та юрамасть, суд йышӑнӑвӗ пуррипе. Суд йышӑнӑвӗ пулман пулсан та, регистрациллемесӗр автономипе ӗҫлес килет пулсан вара, концертшӑн укҫа пуҫтарма юрамасть. Анчах та хӑра-хӑрах концертшӑн укҫа пуҫтарать. Укҫа пуҫтарас килет пулсан, счёт уҫмалла, ӑна уҫма регистрацилленмелле. Саккунӗсем ҫапларах ҫав, автономисем пирки. Анчах та темшӗн Григорьевӑн чӑвашсен автономинче хӑра-хӑрах ӗҫлес килет.

Тата Мускаври ытти чӑвашсем те хӑрама тытӑннӑ. Автономи пирки сӑмах хускатсан, - унта мӗнле хутшӑнмалла, пӗтӗм ҫарта тӑнӑ «полковниксем» вӗт автономинче, пире нихҫан чӗнмеҫҫӗ те, хӑраҫҫӗ пуль пиртен, эпир те хӑратпӑр – тесе хураҫҫӗ.

Чӑннипе каласан, ҫарта тӑнисен «фиктивлӑ» автономи ӗҫӗсене хутшӑнма пӑрахса, автономине ытти чӑвашсене тавӑрса памалах. Вӗсен хӑйсен те обществӑлла организаци пур, «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем». Питӗ хитре янӑрать, ӗҫлеччӗр. Аттук ни хӑйсем(хӗсметре пулнӑ полковниксем) автономинче ӗҫлемеҫҫӗ уҫӑмлӑн, ни ыттисене ӗҫлеме памаҫҫӗ. Хӗсметре ӗмӗр тӑршшӗпе офицер пулса, витӗмлӗ ӗҫлени, канӑва тухсан та автономинче те витӗмлӗ ӗҫлессине пӗлтермест. Ҫав тери пӑтранчӑкла ситуаци туса хуни кӑна пулчӗ, Мускаври чӑваш автономине ҫарта тӑнӑ нумай ҫынсем хутшӑннипе. Калӑпӑр атономийӗ ҫуккӑ, суд урлӑ хупнӑ, анчах та никам та айӑплӑ мар, ни Григорьев айӑплӑ мар (хутсем ҫине пичет лартать пулсан та), ни ун тавра чупса ҫӳрекен ҫарта тӑнисем айӑплӑ мар?

Анчах та пур айӑпли, пӗтӗм чӑваш культури айӑплӑ, чӑваш историйӗ айӑплӑ юлать. Капла, ятне туса ҫӳресе ӗҫленӗрен. Хӑрасси ӗнтӗ нумай чӑвашӑн пуҫне шала кӗрсе ларнӑ – ватӑсем хӑрама кӑна вӗрентнипе. Хӑрассине ӗнтӗ, ҫав хӑракан ватӑсем ҫамрӑксене уҫҫӑмӑн автономи ӗҫӗсене явӑҫтарманни пирки те, тата урӑх майлӑ та ҫамрӑк ӑру ҫине чир сарнӑ пек сараҫҫӗ. Хӑйсем ҫул памасӑр, хӑйсем чӗтресе тӑрса, хӑраса тӑма кӑна вӗрентеҫҫӗ. Нумай чӑваш ҫамрӑкӗсем вара ку мыскарана чӑтаймасӑр, автономи ҫине ал сулаҫҫӗ те, пӑрӑнса утаҫҫӗ. Вӑт сана чӑваш культурин аталанӑвӗ?

Хӑракансене пулах ӗнтӗ - хамӑр халӑх историне ҫухататпӑр. Анчах та историсӗр нимле халӑх та аталанаймасть. Культура вӑл - халӑхӑн амӑшӗ – пулсан, истори – халӑхӑн ашшӗ, пулать. Пулмасть унпекки, хӑйӗн историйӗсӗр халӑх аталанни. Историнчен вӑтанса, аталанма тӑрӑшни те усӑсӑр япала. «Историнчен, мӑнаҫлӑ аваллӑхран вӑтанни-мӗскӗнлӗх» - ҫапларах каласа хавхалантарнӑ ӗлӗк ватӑсем ҫамрӑксене, хӑрама вӗрентсе ларман, хальхи ватӑсем пек.

Калӑпар Тутарстанрах, темле сӑлтавпа та усӑ кураҫҫӗ, хӑйсен историне уҫҫӑмӑн палӑртма. Хӑй тутарӗсем вара пирӗн халӑха нихӑҫан та хӑравҫӑ темен. Ҫавӑнпа та, паянхи кун та тутарсем чӑвашсем пирки ҫапла калаҫҫӗ: - чуаш карап торырга гына юаш. «Чӑваш пӑхма кӑна йӑваш" - теҫҫӗ. Апла пулсан, пирӗн мӗншен тутарсен тӗслӗхӗпе, хамӑр историшӗн тӑрӑшса, чӑвашлӑха аталантарас мар? Тутарсене чӑмӑртакан, мӑнаҫлатакан Чӑнкӑҫхан сӑмахӗсене (тен вӑл та каламан, анчах та пирӗн халӑхра та ӗлӗк ватӑсем каланах) астуса? Тутарсем Ылтӑн Урта уявне мӗнлерех палӑртма хатӗрленнине пӗлес тесен, «кунта» кӗрсе пӑхӑр.

Чӑваш культурипе историйӗшӗн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланать пулмалла тӑвансем. Чӑннипех чӑваш культурипе историйӗшӗн, тӑрӑшса ӗҫлесе аталанас тетпӗр пулсан, хӑравҫӑ-тӑлӑх ачи пек хӑрамалла мар текех пирӗн. Ӗҫ пуҫлатӑн - ан хӑра, хӑратӑн – ан тытӑн. Аса илсех тӑмалла текех малалла ӗҫ пуҫланӑ чух. Пухусенче каласан та юрать, пурте пӗрле.

Чӑвашлӑха аталантармалли йӗрке сӑмаххисем тусан та лайӑхчӗ. Астуса тӑмалли, асамлӑ сӑмахсем нумай пулнӑ ӗлӗк чӑвашсен. «Пире пурпӗрех, тапӑнатпӑр - чупатпӑр, таратпӑр – чупатпӑр» - тесе каланине шута кӗртсен те юрать унта, текех хӑранин сиенӗ питӗ пысӑк пулнипе. Чӑн та ҫапла вӑхӑтсем пуҫланаҫҫӗ вӗт, чӑваш халӑхӗшӗн. Халӗ ӗнтӗ нимӗн те хӑрамалли ҫук чӑвашӑн. Пурпӗр йывӑр самантсем ҫитрӗҫ пулсан чӑвашлӑхшӑн. Пурпӗр: - пӗтетпӗр е пӗтмеспӗр – ыйту тӑрать чӑвашсемшӗн.

Ӗлӗк хамӑр Пӑлхар патшалӑхне хӳтӗленӗ чух: «Паттӑр пӗтсен ят - юлать, хӑравҫӑ пӗтсен нимте юлмасть» - тесе каланӑ-ха чӑвашсем. Калӑпӑр тата ыттисем те: «хӑрасан пӗтетпӗр, хӑрамасан пӗтмӗпӗр», е «хӑрасан та, хӑрамасан та пӗтересшӗн, ҫавӑнпа та пурпӗрех хӑрамӑпӑр». Хӑракан тӑлӑх пек хӑрама пӑрахасчӗ, тӑвансем. «Тӑлӑх путек тумаклӑх, тӑлӑх ача салтаклӑх» - чӑвашсен ваттисем калани. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ. Вак жанрсем - кӗнекерен. 5 томри 71 страница.

Мускаври чӑвашсен автономине суд мӗнле хупнине пӗлме «кунта» кӗрсе вулӑр.

 

Комментари:

Agabazar // 1352.55.0661
2017-03-23 14:36
Agabazar
Чăваш пирки "йăваш", "хăравçă" тетпĕр пулин те, темшĕн ăна пĕрре те паккуй парасшăн мар. Ялан темĕн сыхлаççĕ, йĕрлеççĕ.... Нимĕнле яваплă вырăна та пит вырнаçтарасшăнах мар. Вĕçĕмсĕр таçти Ставрополь, Воронеж, Рязань, Пенза таврашĕнчен "кадрсене" сĕтĕреççĕ. Çакнашкал фактсем влаçри çынсем чăваша ШАНМАННИНЕ яр уççăн кăтартса параççĕ.
Çав çынсен пуçра ак çапла шухăш çирĕпленнĕ пулинех: Тĕнчере чăвашран хăрушрах çвер çук!

Шанмаççĕ, эппин хăравçă-йăваш тесе те шутламаççĕ.

Халлĕхе пурте 1920-мĕш, 1930-мĕш çулсенчи инерципе тытăнкаласа тăратпăр-ха.
Валерий // 2293.52.4139
2017-03-23 23:47
Текех хӑраса пурӑнмалла мар чӑвашсен. Ҫитет хӑраса пурӑнса, чӑннипех ҫапла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (29.04.2017)

06:20
 
Литература çÿпçинчен (12+)
07:20
 
Çĕр сум (12+)
08:20
 
Голос Республики (12+)
09:20
 
Символ веры (12+)
10:05
 
Приключения тети Моти и Софии Прекрасной (0+)
10:20
 
Чĕрĕлĕх çути (12+)
11:20
 
Вĕрентекен сăмахĕ (6+)
12:00
 
Новости (12+)
12:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Новости (12+)
13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
15:20
 
Мăшăр çунат (12+)
15:40
 
Тухтăр канашĕ (12+)
16:00
 
Новости (12+)
16:20
 
Чунра юрă шăрансан (12+)
16:40
 
Тема дня (12+)
17:20
 
Шурăмпуç (12+)
18:20
 
Ялтан яла (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Юрă вăчăри (12+)
20:00
 
Каçхи микс (12+)
21:00
 
Каçхи микс (12+)
22:00
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org