Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Израильти Вилӗ тинӗс

Софья Савнеш26.05.2014 15:598726 хут пӑхнӑ

Вилӗ тинӗс тӑварлӑ тинӗссен хушшинче – чи тарӑнни. Тӑвар нумай пулнӑран вӑл ҫак ята тивӗҫнӗ. Кунта, океанпа танлаштарсан, 8,6 хут тӑварлӑрах: 1 литр шывра – 330,7 грамм тӑвар. Вӑл тинӗс шайӗнчен 425 метр аяларах вырнаҫнӑ. Эппин, ку планетӑри чи аяллӑ вырӑн.

Виле тинӗс тӑршшӗ – 67 ҫухрӑм, сарлакӑшӗ – 18 ҫухрӑм, тарӑнӑшӗ – 378 метр. Анчах ҫулсерен шыв шайӗ 1-ер метр чакать, ун хыҫҫӑн тӑварлӑ тӑпра юлать. Ҫумӑр ҫусан ҫак вырӑнсенче шӑтӑк тӑрса юлать – унта кӗрсе ӳкме те пулать.

Тинӗсре тӑвар нумай пулнӑран унта чӗрчун пачах пурӑнмасть тесен те йӑнӑш мар. Ҫапах унта бактерисен темиҫе тӗсӗ тата шыв курӑкӗ пурӑнать. Тинӗсре микроэлементсем пур, ҫавна май вӑл – сипленмелли чӑн-чӑн курорт. Вӑл чылай туриста илӗртет. Тӗпӗнчен сипленмелли пылчӑк кӑлараҫҫӗ. Ӑна тултарнӑ алтӑрсем тинӗс хӗрринчех лараҫҫӗ. Пылчӑка ӳте сӗрмелле, типсен ҫуса ямалла-мӗн. Ку шӑмӑ сыпписене сиплеме пулӑшать.

Тинӗсри минерал шыв витӗр курӑнать, ҫуллӑ. Шыв температури 30 градус ӑшӑ. Унта шыва кӗресси – чӑн киленӗҫ. Ҫын путмасть, чӑмма тата ишме йывӑр. Ҫын хӑйне ҫу ӑшӗнчи пек туять. Анчах кристалсем ӳте кастарасран сыхланмалла. Кун хыҫҫӑн суран вӑрах ӳт илет. Чӑмма, шывпа сирпӗтме те сӗнмеҫҫӗ: шыв куҫ сетчаткине пӗҫертет.

Вилӗ тинӗс патӗнчи сывлӑш тап-таса, кислородпа, борпа пуян. Ку хавшанӑ нерв тытӑмӗшӗн паха, организма вӑй-хал хушать.

Тинӗс тавра – пушхир. Вилӗ тинӗс 5 миллион ҫул каялла пулса кайнӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3575.31.6609
2014.05.27 22:54
Agabazar
Километр е çухрăм?

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем