Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Элӗк районӗн тӗп пульници


Элӗк районӗн тӗп пульнициЭлӗк районӗн тӗп медицина центрӗ, Элӗкре вырнаҫнӑ.

Тӗп врачӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ А. И. Платонов.

Кун-ҫулӗ

1885 ҫулта, район тӑрӑхӗнче холер чирӗ алхаснӑ май Элӗкре фельдшер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ҫак шайра вӑл 1917 ҫулччен ӗҫленӗ.
1920 ҫулта пульница ҫурчӗн никӗсне хывма пуҫланӑ. 1927 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче пысӑках мар икӗ йывӑҫ ҫурта хута янӑ, унти амбулатори ҫулталӑкра пурӗ 6-7 пин ҫынна йышӑнма пултарнӑ. Стационарта ҫуратма хатӗрленекенсем валли 3 вырӑн, вырӑнпа выртакансем валли 7 койка пулнӑ. Тӗп тухтӑр пулма Чулхалари мединститутра пӗлӳ илнӗ Фёдор Павлович Наумова шанса панӑ. Ҫавӑн пекех пульницӑра Лука Константинович Дианский фельдшерпа 4 санитаркка тата пӗр кухарка ӗҫленӗ.

Вуламалли

Каҫӑсем



 
Категорисем: Элӗк районӗ, Пульницасем

Тулли верси :: Статья каҫми