Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Шуршӑл
Шуршӑл (выр. Шоршелы) — Чӑваш Республикинчи Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен ял. Шуршӑл ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗ.
Мӑн Ҫавал юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме — 33 км, район центрне (Сӗнтӗрвӑрри) ҫитме — 17 км, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме — 33 км.
Историри ячӗ — Байбахтино (Шуршӑл). Кунта пурӑнакансем 1724 ҫулччен — ясак тӳлекенсем, 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси. XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче шыв арманӗ ӗҫленӗ. 1884 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа чиркӳ прихучӗн шкулӗ ӗҫленӗ. 1930 ҫулта «Шоршелы» колхоз йӗркеленнӗ. Администрациллӗ пайлану тӗлӗшпе XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Ҫӗрпӳ уесӗнчи Рункӑ вулӑсне, Шупашкар уесӗнчи Рункӑ тата Шемшер вулӑсӗсене кӗнӗ, 1927—1962 ҫулсенче тата 1965 ҫултанпа Сӗнтӗрвӑрри районӗн, 1962—1965 ҫулсенче Шупашкар районӗн йышӗнче пулнӑ.
Наци йышӗ — чӑвашсем.
Ялта шкул, ача пахчи, Халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ, вулавӑш, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ, ветеринари пункчӗ, ҫыхӑну тата Сбербанк уйрӑмӗсем, СССР лётчик-космонавчӗн А. Г. Николаевӑн мемориал комплексӗ, икӗ спорт лапамӗ, икӗ магазин, кафе пур.
2010 ҫулта А. Г. Николаев ячӗллӗ ТМЯП ӗҫленӗ.
Тулли верси :: Статья каҫми