Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чутей

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Чутей (Чутей Мишер) — Тӑвай районӗнчи ял. Чутей ял тӑрӑхне кӗрет.

Урамсем: Суворов такӑрлӑкӗ, Гагарин, К. Маркс, Ҫалкуҫ, Комсомольски, Ленин, Вӑрман, Ҫамрӑксен, Николаев, Чапаев урамӗсем.

Тавралӑх

Ял Тутарстан чикки ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.

Юнашар ялсем

Ҫырмасем

Чутей таврашӗнчи ҫырма ячӗсем: Михалькка, Хлимапҫи, Каптухтар ҫӗрӗ, Капаш, Пулӑ кӳлли, Вырӑс ҫырми, Паснер ҫырми, Лашман ҫулӗ, Киремет, Якрав ҫаранӗ, Учукайӗ, Ҫтаппан кукри, Марсай, Тунни, Чечук кукер.

Ял историйӗ

Ку районти кивӗ ялсенчен пӗри. Халапсем тӑрӑх яла никӗслекенӗ Чутей ятлӑ пулнӑ, вӑл ку вырӑна Хусан ханлӑхӗ вӑхӑтӗнче Сӗве тӑрӑхӗнчен куҫнӑ. Хусан ханлӑхне вырӑссен ҫӗрне кӗртнӗ хыҫҫӑн 1565-1568 ҫулсенче Вырӑс патшалӑхӗ кунти ялсене тӗпчеме пуҫланӑ, халӑх ҫыравӗ ирттернӗ. Атӑлӑн сылтӑм енче вал вӑхӑтра пурӗ 198 ял шутласа кӑларнӑ пулнӑ. Ҫав шутра Йӑнтӑрччӑ, Кармал, Кивӗ Элпуҫ, Тӑрмӑш, Чутей ялӗсене асӑнни те пур.

1927 ҫулччен ял Ҫӗрпӳ уесне кӗнӗ. 1925 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗччен Кив Тепит вулӑсне, кайран, 1927 ҫулта районсем туса хуриччен, Тӗмер вулӑсне кӗнӗ.

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче яла Канаш районне кӗртнӗ. 1935 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Тӑвай районне, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн каллех Канаш районне кӗнӗ. 1965 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтчен Тӑвай районӗнче шутланать.

Халӑх йышӗ

1858 ҫулта ялта пурӗ 82 кил пулнӑ, пурӗ 578 ҫун пурӑннӑ. 1913 ҫулхи ҫырав вара ялта 175 кил пулнине кӑтартса панӑ.
Хальхи вӑхӑтра ялта 273 килте пурӗ 670 ҫын пурӑнать.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Ҫул-йӗр

Культура

Ялта культура ҫурчӗ, вӑтам шкул, вулавӑш, ҫыхӑну уйрӑмӗ пур.

Палӑксем

Ялта чиркӳ пур.

Каҫӑсем



 
Категорисем: Чутей

Тулли верси :: Статья каҫми