Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Атӑл ялӗ


Атӑл ялӗ (выр. Волга) — Чӑваш Республикинчи Ҫӗмӗрле районӗнчи посёлок. Анат Кӑмаша ял тӑрӑхне кӗрет.

Географи

Посёлок Кӑмаша юханшывӗн (Сӑр юппи) сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине — Шупашкара — ҫитме 125 километр, район центрне — Ҫӗмӗрле хулине ҫитме — 14 километр, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗ таран (Ҫӗмӗрлере) — ҫавӑн пекех 14 километр. Посёлок вӑрманлӑ ҫеҫенхир зонинче вырнаҫнӑ, климат вӑтам континенталлӑ.

Истори

Посёлока 1935 ҫулта никӗсленӗ. 1926 ҫулта ҫак вырӑнсенче «Волга» колхоз йӗркеленӗ. Административлӑ-территориллӗ пайлану енӗпе посёлок 1926—1927 ҫулсенче Етӗрне уесӗнчи Атикасси вулӑсне кӗнӗ, унтан Хӗрлӗ Чутай районӗнче шутланнӑ (1927—1935). 1935 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗн тытӑмне кӗнӗ. 1965—1966 ҫулсенче посёлок Ҫӗмӗрле хула канашне пӑхӑнса тӑнӑ, 1966 ҫултан вара каллех Ҫӗмӗрле районӗн тытӑмне кӗртнӗ. Посёлок ячӗ вырӑнти колхоз ячӗпе ҫыхӑннӑ, лешӗ вара Атӑл юханшывӗн ятӗнчен пулса кайнӑ.

Халӑх йышӗ

Ҫыравсемпе шута илнӗ даннӑйсем тӑрӑх посёлокри халӑх йышӗ ҫакӑн пек улшӑнса пынӑ:

Наци йышӗ: тӗпрен илсен чӑвашсем. Совет вӑхӑтӗнче ҫынсем ял хуҫалӑхӗпе аппаланнӑ.

Инфраструктура

Посёлокра клуб, вулавӑш тата икӗ лавкка пур. «Дружба» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ ӗҫлет (2010 ҫулхи даннӑйсемпе). Район центрӗпе вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсем тӑрӑх ҫыхӑну тытаҫҫӗ.

Экономика

Посёлок экономики тӗпрен илсен ял хуҫалӑхӗн производствипе ҫыхӑннӑ. Совет вӑхӑтӗнче «Волга» колхоз ӗҫленӗ, совет самани хыҫҫӑнхи вӑхӑтра унӑн базинче «Дружба» ЯХПК йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех ҫынсем хӑйсен хушма хуҫалӑхӗнче ӗҫлеҫҫӗ.

Паллӑ ҫынсем


 
Категорисем: Атӑл ялӗ

Тулли верси :: Статья каҫми