Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: комитетсем

Политика
Валерий Филимонов
Валерий Филимонов

Паян Чӑваш Республикин улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш сессийӗ иртет. Унти чи пӗлтерӗшлӗ те кӑсӑклӑ ыйтусенчен пӗри спикера суйласси пулчӗ.

Парламента ертсе пыма Валерий Филимонова лартма пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнерех пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, паян ку должноҫе ӑна шанса пачӗҫ. Спикер кандидатурине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӑратнӑ.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Патшалӑх Канашӗнчи фракцийӗн пайташӗ Игорь Моляков унчченхи созыври ертӳҫӗнех, Юрий Поповах, хӑварма сӗнчӗ те, анчах Ю. Попов хӑйӗн кандидатурине илессине, унччен ку должноҫе ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ сӗннине, анчах вӑл килӗшменнине палӑртрӗ.

Ҫапла вара депутатсенчен хӗрӗхӗшӗ спикер пулма сӗннӗ пӗртен пӗр кандидатшӑн, республикӑри «Фармация» предприяти пуҫлӑхӗшӗн Валерий Филимоновшӑн, сасӑларӗ.

 

Политика
«Фармация» предприяти пуҫлӑхӗ Валерий Филимонов
«Фармация» предприяти пуҫлӑхӗ Валерий Филимонов

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ йыхравӗн вӑхӑтӗнче спикера Валерий Филимонова лартма пултараҫҫӗ. Татӑклӑ йышӑнӑва ыран, Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче, тӑвӗҫ.

Валерий Филимонов кандидатури пирки унта-кунта вӑрттӑн калаҫнинчен тухнӑ сӑмах мар. Республикӑри «Фармация» предприяти пуҫлӑхне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн паянхи пухӑвӗнче спикера сӗнме йышӑннӑ. Унӑн ҫумӗсем пулма парти пайташӗсем унчченхи созывра та ҫав должноҫе йышӑннӑ Николай Малова тата Республикӑн Тариф службин ертӳҫине Альбина Егорована сӗннӗ.

Комитетсен ертӳҫисене те парти пайташӗсем хӑйсен хушшинче палӑртнӑ. Патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекеннине малтанхи йыхравра та ҫав комитета ертсе пынӑ Николай Малова сӗннӗ, хысна енӗпе ӗҫлекеннине — Альбина Егорована, социаллӑ ыйтусемпе — Вячеслав Рафинова, экономика политикипе тата АПКпа — Сергей Павлова.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 17

1927
97
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
75
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем