Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: герб

Тӗнчере
Беларуҫ гербӑн ҫӗнетнӗ варианчӗ
Беларуҫ гербӑн ҫӗнетнӗ варианчӗ

Гербри хӑш-пӗр элементсене пӗчӗк улшӑнусем кӗртессисӗр пуҫне эскиз авторӗсем унти глобуса та — хальхи вӑхӑтра унӑн пысӑк пайне Раҫҫей лаптӑкӗ йышӑнать — ҫавӑрма шут тытнӑ.

БелТА хыпарланӑ тӑрӑх, Беларуҫри юстици министрӗ Олег Слижевский хӑйсен ведомстви патшалӑх символӗсем пирки калакан саккунсен пуххине коррекцилекен саккун проектне хатӗрлени ҫинчен пӗлтернӗ. Палӑртнӑ тӑрӑх улшӑнусем республика гербне пырса тивӗҫ.

Слижевский каланӑ тӑрӑх, герб тавра ыйтусем сиксе тухнӑран унӑн сӑнне лайӑхлатма тивет. Министр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, сӑмахран, ҫӳлте вырнаҫнӑ ҫӑлтӑр хальхи вӑхӑтра «кӑштах харсӑртарах характерпа» сӑнланать.

«Беларуҫ — мирлӗ пурӑнакан патшалӑх, вӑл хӑйне нейтралитетлӑ тытать, хӑйӗн политики шутне агресси мелне кӗртмест», — тенӗ Слижевский. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак позиципе килӗшӳллӗн ҫӑлтӑрӑн хӗррисем вӑйлӑ палӑрмалла мар.

Ҫавӑн пекех Бералуҫ контурӗсем айӗнче вырнаҫнӑ глобус ҫинчи параллельсемпе меридиансене урӑхларах ӳкересшӗн, тата хӑш-пӗр элементсене лайӑхрах палӑртасшӑн. «Пур чухне те тӗрӗсех ассоциацилеме май парайман нюанссем пур, ҫавӑнпа та вӗсене, паллах, йӗркене кӗртмеллех», — тенӗ министр.

Малалла...

 

Ҫӗмӗрле хулин гербне йышӑннӑранпа нумай ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Ӑна 1976 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ.

Халӗ ҫӗннине хатӗрлеме пуҫланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашне ҫӗнӗ герба кӑтартнӑ хыҫҫӑн вӗсем темиҫе ҫитменлӗхе кӑтартнӑччӗ. Ҫӗнӗ герба малтанхине тӗпе хурса хатӗрленӗ. Гербӑн хӗрлӗ хулккан ҫинче ытллӑн тӗслӗ юман ҫулҫи. Ҫулҫи ҫӳмӗнче виҫӗ йӗкел. Ун айӗнче хумлӑ йӗр. Гербӑн ҫулти пайӗнче сулахай енче Чӑваш Ен гербӗнчен илнӗ Ама йывӑҫҫи вырнаҫнӑ.

Геральдика канашӗ хулккан хӗррипе иртекен ылттӑн йӗре кӑларса пӑрахма сӗннӗ. Ҫавӑн пекех кӗмӗл тӗслӗ шӑллӑ урапа та гербра вырӑнсӑр тесе каланӑ — вӑл паллӑна хула вырӑнӗнче хӳтлӗх пулнӑ е пур пулнӑ чухне ӳкереҫҫӗ иккен.

Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хула администрацийӗнче гербри ҫитменлӗхсене кӑларса пӑрахнӑ темиҫе ҫӗнӗ варианта кӑтартрӗҫ. Пуҫтарӑннӑ халӑх гербпа малалла ӗҫлемеллине пӗлтерчӗ. Сӑмахран, хула промышленностьне кӑтартмалла. Анчах та ӑна сӑнласа кӑтартакан паллӑ геральдика йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 21

1963
61
Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2007
17
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть