Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Мариуполь

Республикӑра
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Мариуполь хулинчи Титовсем Шупашкара килсен ача-пӑчаллӑ пулса тӑнӑ. 10 ҫул ытла пӗрле пурӑнакан телейлӗ мӑшӑрӑн иртнӗ ҫул вӗҫӗнче икӗ ывӑл ҫуралнӑ. Вӗсене Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн ӗҫченӗсем паян ҫав ятпа саламланӑ.

Титовсем малтанласа хуняшшӗпе тата хунямӑшӗпе Шупашкарти ятарлӑ центрта пурӑннӑ. Унтан ҫамрӑк арҫын инжиниринг компанийӗсенчен пӗрне инженер-программиста ӗҫе вырнаҫнӑ, хӗрарӑм — персоналпа ӗҫлекен менеджера. Кӗҫех ҫемье уйрӑм хваттер тара тытса пурӑнма тытӑннӑ.

Лару-тӑру лӑплансан тата хваттер ыйтӑвӗ татӑлсан ҫемье тӑван тӑрӑхне, Мариуполь хулине, таврӑнма ӗмӗтленет. Хальлӗхе вара вӗсем Шупашкартах пурӑнӗҫ. «Кунта медицина пулӑшӑвӗ енчен те аван», — тет икӗ ача амӑшӗ.

 

Хулара

Украинӑри политика лару-тӑрӑвӗ пирки Раҫҫейре кӑна мар, тӗнчипех калаҫаҫҫӗ. Унта ахаль ҫынсем те вилни нумайӑшне хумхантарать. Ку условисенче ачасем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха.

Йывӑр лару-тӑрӑва кура Раҫҫейри чылай регионта Донбасс валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухаҫҫӗ. Шупашкарсем те айккинче юлман. Хулара гуманитари пулӑшӑвне пухмалли 26 пункт уҫӑлнӑ.

«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Лилия Панычева мӑнукӗпе палаткӑна курса пынӑ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн вӑл пысӑках мар хутаҫ йӑтса таврӑннӑ. Утиял, тетте илсе пынӑ вӑл. Унӑн тӑванӗсем Мариупольте пурӑнаҫҫӗ-мӗн.

Гуманитари пулӑшӑвӗ пухмалли палаткӑсем ӗҫлеме тытӑнсан пирвайхи кунсенчех унта 100 ытла ҫын пынӑ.

Волонтерсене апат-ҫимӗҫ, гигиена хатӗрӗсем, шкул хатӗрӗсем пама юрать. Акцие хутшӑннӑ кашни ҫынна «эпӗ Донбаса пулӑшрӑм» кӑкӑр палли параҫҫӗ.

Палаткӑсем ирхи 10 сехетрен ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 17

1927
97
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
75
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем