Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Даллас

Тӗнчере
Ая тата Эльдар. Анастасия Тӗнчен Инстаграмри сӑнӳкерчӗкӗсенчен хатӗрленӗ коллаж
Ая тата Эльдар. Анастасия Тӗнчен Инстаграмри сӑнӳкерчӗкӗсенчен хатӗрленӗ коллаж

Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тӗнчипе паллӑ велоҫулҫӳревҫӗсен: Никитӑпа Анастасия Тӗнчесен — ҫемйинче ывӑл ҫуралнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫемье пӗлтӗр тӗнче тӑрӑх велоҫулҫӳреве тухнӑччӗ, чӳк уйӑхӗнче вӗсем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене самолетпа вӗҫсе кайнӑччӗ. Инҫе ҫула мӑшӑр ҫулталӑкри хӗрӗпе тухнӑччӗ.

АПШри Техас штатӗнче вӑхӑтлӑха тӗпленнӗ ҫемьере йыш хушӑнчӗ. Халӗ ачана ят панӑ. Кун пирки Настя Инстаграмра пӗлтернӗ. Пӗчӗкскере Эльдар ят панӑ. Ку вӑл — тӗрӗк ячӗ.

«Хӗвел парни тенине пӗлтерет. Ачамӑр — хӗллехи шӑрӑх кун ҫуралнӑскер. Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗ ку хӗлле, чӑн та, чи ӑшшисенчен пӗри пулчӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Настя.

 

Тӗнчере

Чӑваш Енри паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче велосипед туяннӑ. Ҫемье халӗ унти Техас штатӗнчи Даллас хулинче пурӑнать.

Инҫе ҫулҫӳреве тухса кайнӑ велосипед Нью-Йоркра тӑрса юлнӑ, ун патне кайма май ҫук иккен. Ҫавна май ҫемье ҫулталӑка яхӑн велосипедсӑр пурӑннӑ. Халӗ Никита каллех икӗ урапаллӑ «тимӗр туслӑ». Ӑна вӑл ҫынран туяннӑ. 1985 ҫулта Францире кӑларнӑскере хуҫи 90 долларпа сутнӑ. Никита Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипед вӗр-ҫӗнӗ пекех, вӑл 12 тӗрлӗ хӑвӑртлӑхпа кайма пултарать.

Паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ велосипедшӑн питӗ савӑннине пӗлтернӗ. Гаражра виҫӗ тӗрли пулсан аван тесе палӑртнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 17

1927
97
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
75
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем